Контент патне куҫ

Кристаллогидратсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
CuSO4·5H2O кристаллогидрат

Кристаллогидра́тсем (пĕрреллĕ хисепре кристаллогидрат) — шыв молекулисемлĕ кристалсем, урăхла каласан, ун тытăмĕнче, «тĕп пайпа» пĕрле, шыв молекулисем те пур («комплекслă пĕрлешӳ»).

...................................................................................................................................

Кристаллогидра́тсем — шыв молекулисенчен тытăнса тăракан кристалсем. Енчен те кристалл чĕнтĕрĕнче катионсемпе шыв молекулисемпе, шывсăр япалалăхри кристалри катионсемпе анаионсем хушшинчи çыхăнуран çирĕпрех пулсан кăна кристалсем пулса тăраççĕ.

Пĕчĕк температурăра кристаллогидратсенчи шыв тăвар катионĕсемпе те, тăвар анионĕсемпе те çыхăнма пултарать. Чылай тăвар, çаплах йӳçекпе никĕссемпе пĕрле шывран кристаллогидратсем пулса тухса ӳкеççĕ.

Кристаллогидратсем — çутçанталăкри чылай минерал, сăмахран гипс , карналлит . Кристалл кристалри шыва яланхилле ăшăтса кăларма пулать[1], çакăн чухне кристаллогидратсен арканăвĕ тăтăшах тапхăррăн пырать. Çапла, пăхăр купоросĕ (синкерри) 105 °C вĕрирех чухне тригидрата куçать (кăвакки), 150 °C çитсен — моногидрата (шурри); 250 °C чухне шыв пĕтĕмпех пăсланса тухать.

Çапах та хăшпĕр пĕрлешĕнӳсем (сăмахран, белиллий оксалачĕ ) кристаллогидрат форминче çирĕплĕ те арканмасăр шывне памасть.

Урăх тĕслĕхсем: тимĕр купоросĕ , кристалланнă сода .

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Кристаллогидратсем йĕркеленни тата арканни 2014 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ. — Цифрăллă вĕренӳ ресурсĕсен коллекцинчи видехăтлану