Кроноцки патшалăх биосфера заповедникĕ
Курӑнакан калӑплав
Кроноцки патшалăх биосфера заповедникĕ, — Раççейĕн чи ватă заповедникĕсенчен пĕри. Ăна 1934 çулта Соболь заказникĕ (1882 çулта йĕркеленĕ) вырăнĕнче никĕсленĕ. Заповедник лаптăкĕ — 1 142 134 гектар.
Заповедникре халĕ ĕçлекен 12 вулкан (вĕсен шутне Кроноцки сопки кĕрет, çӳллĕшĕ — 3528 м.), термальлĕ кӳлĕсем, гейзерсем, шывсиккисем вырнаçнă.
Заповедникра чул хурăнĕ, лутра ӳсекен кедрпа ольха тĕммисем ӳсеççĕ.
Кроноцки заповедникĕн гербарине 1987 çулта никĕсленĕ, ун шутне 1150 экземпляр кĕрет.
Паллă вырăнсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çавăн пекех кунта вырнаçнă: Кроноцки кӳлли, Гейзерсен Айлăмĕ.