Куеда районĕ
Курӑнакан калӑплав
Куеда районĕ, — Перĕм Енĕн кăнтар енче вырнаçнă район. Районăн администрациĕ хула евĕрлĕ Куеда посёлокĕнче вырнаçнă. Район лаптăкĕ 2 616 км2, пурĕ 34,4 пин çын пурăнать.
Районпа юнашар çурçĕр енче Бардапа Елово районĕсем, хĕвелтухăç енче Чернушка районĕ, хĕвеланăç енче Чайковски районĕ вырнаçнă. Кăнтăр енчи чикки Пушкăрт Республики çуммăн иртет.
Халăх йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăтамран пĕр тăваткал çухрăм çинче 14-15 çын пурăнать. Район варринче тата кăнтар енĕнче ку хисеп 25-30 çын тарин çитет. Хула çыннисен шучĕ 9,8 пин çынпа, ял çыннисен 24,6 пин çынпа танлашать.
Районта ытларах вырăссем пурăнаççĕ, çавăн пекех пушкăртсен, тутарсен тата удмуртсен хисепĕ пысăк.