Кукăр енлĕ трапеци

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Кукăр енлĕ трапеци

Кукăр енлĕ трапеци — лаптак кĕлетке, минуслă мар, татăлми тата [a; b] татăк çинче палăртнă функцин, графикĕпе, асциссăсен тĕнĕлĕпе, тата тÿрĕ йĕрсемпе чикĕленекенскер.

Кукăр енлĕ трапецин лаптăкне интеграл пулăшнипе тупаççĕ.

, е, тепĕр майлă каласан:

Çапла вара, кукăр енлĕ трапецин лаптăкне функцин Ох тĕнĕл çинчи патĕнчен пуçласа таран татăкра виçесĕр пĕчĕк хушăксем витĕр илнĕ пĕлтерĕшĕсен сумми витĕр палăртма пулать.

Кунпа пĕрлех калама пулать, эпир кукăр енлĕ трапецие патĕнчен патне çити виçесĕр хисеплĕ тÿркĕтеслĕхсем çине (вĕсен тăршшĕ функцин оординатисемпе, сарлакăшĕ — х-ăн виçесĕр пĕчĕк пĕлтерĕшĕсемпе танлашать), пайларăмăр та вĕсен лаптăкĕсене пĕрле хушрăмăр. Лаптăксен суммин чикки кукăр енлĕ трапецин лаптăкĕпе танлашать.