Кунаш (юханшыв)
Курӑнакан калӑплав
Кунаш — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Уста шывĕн сулахай юппи.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юханшыв çăлкуçĕ Ларионовски ятлă пушă ял çывăхĕнче вырнаçнă. Коршуново ятлă пушă яла çитиччен çурçĕр-хĕвелтухăçнелле юхать, кайран вара çурçĕрелле çул тытать те Прытковăпа Бычки ялсем хушшинче Уста шывĕпе пĕрлешет.
Кунаш юпписен шучĕ вуннă ытла, пысăккисем çук. Шыв хĕрринче темиçе пушă ял çеç вырнаçнă: Ларионовски, Коршуново, Ипатово.