Курск патĕнчи çапăçу
Курӑнакан калӑплав
Курск патĕнчи çапăçу, — 1943 çулхи утă уйăхĕн 4-мĕшпе çурла уйăхĕн 23-мĕшĕ хушшинче пулса иртнĕ чи пысăк танксен çапăçăвĕ. Тĕп çапăçу Белгород облаçĕнчи Прохоровка ялĕ патĕнче утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче пулса иртнĕ.
Нимĕçсем ку «Цитадель» ятлă тапăнса кĕмелли операци хатĕрленĕ пулнă, анчах та Хĕрлĕ çар вĕсен ĕмĕтне пурнăçлама паман. Хĕрлĕ çар малалла тапăнса кĕрсе кайса Орёл (çурла, 5), Белгород (çурла, 5), Харьков (çурла, 23) хулисене тăшман аллинчен кăларнă.