Контент патне куҫ

Кӑнтӑрти Шетланд утравӗсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кӑнтӑрти Шетланд утравӗсем (акӑл. South Shetland Islands) — Атлантика океанӗнчи Антарктика ҫурутравӗнчен ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ архипелаг.

1819 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче уҫнӑ Уильямс сӑмсахӗ

Архипелаг кӑнтӑр-анӑҫран ҫурҫӗр-тухӑҫалла тӑсӑлать, Антарктика ҫурутравӗнчен Брансфилд тинӗс пырӗпе, Кӑнтӑр АмерикӑранДрейк тинӗс пырӗпе уйрӑлса тӑрать. Архипелагра нумай утрав вырнаҫнӑ, анчах вӗсенчен чылайӑшӗ лаптӑкӗпе пӗчӗк. Архипелаг лаптӑкӗ — 3 687 ҫм².

Кӑнтӑрти Шетланд утравӗсем Аслӑ Британин Фолкленд утравӗсен пӑхӑнуллӑ территоррийӗ пек
Утрав (чӑвашла)Утрав (акал.)Лаптӑк,[1]
км²
Чи ҫӳллӗ вырӑн,
м
Координатсем
1АитчоAitcho Islands62°24′48″ ю. ш. 59°46′12″ з. д.HGЯO
2БриджменBridgeman Island24062°04′ ю. ш. 056°44′ з. д.HGЯO
3УотчкиперThe Watchkeeper62°18′ ю. ш. 59°49′ з. д.HGЯO
4Рожнова (Гиббс)Gibbs Island2252061°28′ ю. ш. 055°34′ з. д.HGЯO
5Гринвич (Березина)Greenwich Island17462562°31′ ю. ш. 59°47′ з. д.HGЯO
6Десепшен (Тейля)Deception Island13757662°58′37″ ю. ш. 60°39′00″ з. д.HGЯO
7ДесолейшенDesolation Island3,1262°27′27″ ю. ш. 60°20′48″ з. д.HGЯO
8ИдиEadie Island61°28′ ю. ш. 55°57′ з. д.HGЯO
9Кинг-Джордж (Ватерлоо)King George Island138465562°02′ ю. ш. 58°21′ з. д.HGЯO
10Корнуэллс (Михайлов)Cornwallis Island61°04′ ю. ш. 54°28′ з. д.HGЯO
11Ливингстон (Смоленск)Livingston Island974170062°36′ ю. ш. 60°30′ з. д.HGЯO
12ЛоуLow Island18163°17′ ю. ш. 62°09′ з. д.HGЯO
13Мордвинов (Элефант)Elephant Island55885361°08′ ю. ш. 55°07′ з. д.HGЯO
14Нельсон (Лейпциг)Nelson Island19262°18′ ю. ш. 59°03′ з. д.HGЯO
15ПингвинPenguin Island18062°06′ ю. ш. 57°56′ з. д.HGЯO
16Хаф-МунHalf Moon Island0,5110162°35′30″ ю. ш. 59°55′15″ з. д.HGЯO
17Роберт (Полоцк)Robert Island18662°24′ ю. ш. 59°30′ з. д.HGЯO
18РоуэттRowett Island61°17′ ю. ш. 55°13′ з. д.HGЯO
19РуггедRugged Island10,425662°38′ ю. ш. 61°15′ з. д.HGЯO
20Смит (Бородино)Smith Island206210563°00′ ю. ш. 62°30′ з. д.HGЯO
21Сноу (Кӗҫӗн Ярославец)Snow Island15462°47′ ю. ш. 61°23′ з. д.HGЯO
22ТейблTable Island1,1215062°20′34″ ю. ш. 59°48′29″ з. д.HGЯO
23Тюлени (Сил)Seal Islands60°58′ ю. ш. 55°24′ з. д.HGЯO
24Шишков (Кларенс)Clarence Island162192461°12′ ю. ш. 054°05′ з. д.HGЯO
Архипелагӑн анӑҫри пайӗн топографи картти

Кӑнтӑрти Шетланд утравӗсене 1819 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче британ тинӗсҫӳревҫи Уильям Смит (акӑл. William Smith) «Williams» бригпа Монтевидеоран Вальпараисона ишнӗ чухне уҫнӑ. Вӑлах 1819 ҫулхи юпан 16-мӗшӗнче Кинг-Джордж утрав ҫине аннӑ, ҫапла май Антарктика ҫӗрӗ ҫине ура ярса пуснӑ пӗрремӗш ҫын пулса тӑнӑ. 1820 ҫулхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче утравсене пуринчен те малтан Эдвард Брансфилд тӗпчесе картографиленӗ. Тепрехинче утравсене 1821 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Фаддей Беллинсгаузен ертсе пынӑ пӗрремӗш вырӑс антарктика экспедицийӗ вӑхӑтӗнче тӗпченӗ, вӑл вӑхӑтра утравсене вырӑсла ятсем парса тухнӑ.

Архипелаг ятне (малтанхи вӑхӑтра «New South Britain» ятпа усӑ курнӑ) Шетланд утравӗсен ячӗпе панӑ. 1908 ҫултанпа Фолкленд утравӗсен шутне кӗнӗ, 1962 ҫултанпа — Британин антарктика территорийӗн пайӗ пулса тӑнӑ.

1940 тата 1943 ҫулсенче Чилипе Аргентина та утравсенче хуҫаланасшӑн пулни пирки пӗлтернӗ. 1961 ҫултанпа Антарктика килӗшӗвӗпе ҫӗрсене пайланӑ чухне сиксе тухакан мӗнпур ыйтусене татса парассине вӑхӑтлӑха чарнӑ.

Халӑх йышӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хьюрон пӑрлӑхӗ ҫинчи «Академи» лагерӗ
Ҫавӑн пекех Кӑнтӑрти Шетланд утравӗсенчи полярлӑ станцисен карттине пӑхӑр.

Архипелагра вуннӑ ытла антарктика станцийӗ вырнаҫнӑ, ҫав шута Кинг-Джордж утравра тӑракан Раҫҫейӗн «Беллинсгаузен» станцийӗ те кӗрет.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асӑрхаттарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. South Shetland Islands - Wolfram|Alpha. çăлкуçран архивланă 8 Раштав уйӑхӗн 2014. Тĕрĕсленĕ 1 Пуш уйӑхӗн 2013.
  • Шетландские Южные острова, архипелаг в Южном полярном океане // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Южные Шетландские острова статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.