Контент патне куҫ

Лайăш кантонĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Лайăш кантонĕ
Патшалӑх РСФСР ялавĕ РСФСР
Статус кантон
Кӗрет Тутар АССР
Администраци центрӗ Лайăш
Йӗркеленӗ вӑхӑт 1920—1930
Официаллӑ чӗлхесем вырăс, тутар
Пурӑнан халӑх (1926) 166,1 пин

Лайăш кантонĕ (тут. Лаеш кантоны) — Тутар АССР йышне 1920—1930 çç. кĕнĕ администрациллĕ-территориллĕ виçи. Кантон центрĕ — Лайăш хула. Лаптăк — 2,8 пин км². 166,1 пин çын пурăнать (1926)[1]. 1926 çул тĕлне кантона 9 вулăс кĕнĕ:

  • Мăн Салтан
  • Кугарча
  • Нармонская
  • Ново-Арышская
  • Пановская
  • Рыбно-Слободская
  • Сараловская (центр — с. Татарские Саралы)
  • Тюлячинская
  • Чирновская

Вулăссене 185 ял канашĕ кĕнĕ.

1922 çулта Лайăш кантонĕн чылай çĕрĕ Чистай кантонĕн территорине кĕнĕ. 1927 çулта Лайăш кантонне пĕтернĕ, райнсем туса хунă, пĕчĕк пайне Арча кантонне панă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]