Арча кантонĕ
Курӑнакан калӑплав
Арча кантонĕ | |
Патшалăх | РСФСР |
---|---|
Статус | кантон |
Кĕрет | Тутар АССР |
Администраци центрĕ | Арча |
Йĕркеленĕ вăхăт | 1920—1930 |
Официаллă чĕлхесем | вырăс, тутар |
Пурăнан халăх (1926) | 374,7 пин |
Арча кантонĕ (тут. Арча кантоны) — Тутар АССР йышĕнче 1920—1930 çулсенче пулнă администрациллĕ-территориллĕ виçи. Кантон центрĕ — (1926-па — ял) Арча хула. Лаптăк — 8,0 пин км². 374,7 пин çын пурăннă (1926).[1].
1926 çул тĕлне кантона 19 вулăс кĕнĕ
- Арбор (центр — Арбор-Себе-Усады)
- Арча
- Атня (центр — Мăн Атня)
- Балтасинская
- Воскресенская
- Дубъязская
- Ильинская
- Собакинская (Калининская)
- Кишитская (центр — с. Новый Кишит)
- Кулле-Киминская
- Мамсинская
- Менделинская
- Пестрецинская
- Сардыкская (центр — с. Большой Сардык)
- Столбищенская
- Тукай (центр — Мульма)
- Чурилинская (центр — с. Новое Чурилино)
- Шеморданская
- Янгуловская
Вулăссем шутне 462 ял канашĕ кĕнĕ.
1927 çулта Арча кантонĕ çумне пăрахăçланă Лайăш кантонĕн территори пайне хушнă. Çав çултах Арча кантонĕн территори пайĕнче уйрăм Хусан районне йĕркеленĕ. 1930 çулта Арча кантонне, Тутар АССР шутĕнчи ытти кантонесене пекех, пĕтĕмпех пĕтернĕ. Унăн территорине районсен пайланă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тутар АССР кантонĕсем |
|
---|---|
1920 çулта туса хунă | |
1921 çулта туса хунă |