Лак чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Лак чĕлхи, — лаксен чĕлхи. Дагестанра патшалăх чĕлхи шутланать. Ку чĕлхепе пурĕ 100 пин патнелле çын калаçать. Даргин чĕлхи патне çывăх.

Ку чĕлхе çинче хаçат, радиопередачăсем тухаççĕ.

Диалекчĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чĕлхере çак диалектсене уйăраççĕ: кумух, вицхин, вихлин, балхар, аштикул, аракуль тата шаднин.

Çыруллăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература чĕлхи кумух диалекчĕ çинче никĕсленнĕ. 1928 çулччен арабла çырнă. Кайран 1938 çулччен латиница саспаллисемпе усă курнă. 1938 çултан пуçласа хальхи вăхăтчен кириллица алфавичĕпе усă кураççĕ:

А а Аь аь Б б В в Г г Гъ гъ Гь гь Д д
Е е Ё ё Ж ж З з И и Й й К к Къ къ
Кь кь КI кI Л л М м Н н О о Оь Оь П п
ПI пI Р р С с Т т ТI тI У у Ф ф Х х
Хъ хъ Хь хь ХI хI Ц ц ЦI цI Ч ч ЧI чI Ш ш
Щ щ Ъ ъ Ы ы Ь ь Э э Ю ю Я я I
Wikipedia
Wikipedia
Википедин [[:{{{code}}}:|{{{1}}} уйрăмĕ]].