Контент патне куҫ

Лаплас танлăхĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Лаплас танлăхĕ — харпăр тăхăмсемлĕ дифференциаллă танлăх. Виçĕ виçеллĕ уçлăхра Лаплас танлăхĕ çапла çырăнать:

∂2u∂x2+∂2u∂y2+∂2u∂z2=0

Ку Гельмгольц танлăхĕн уйрăм палăрăмĕ (курăнăвĕ).

Танлăха икĕ виçеллĕ тата пĕр виçеллĕ чухне те пăхса тухма пулать. Икĕ виçеллĕ чухне:

∂2u∂x2+∂2u∂y2=0

Пĕр виçеллĕ чухне:

∂2u∂x2=0

Çавăн пекех n-виçеллĕ уçлăхра та. Ун пек чухне n чухлĕ иккĕмĕш тăхăмсен сумми нуль пулать.

Дифференциаллă оператор пулăшнипе

Δ=∂2∂x2+∂2∂y2+∂2∂z2+...

— (Лаплас операторĕ) — ку танлăх хуть мĕнле виçеллĕ уçлăхшăн та пĕр пек тата компактлăн çырăнать: Δu=0

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]