Контент патне куҫ

Ла-Купе

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ла-Купе — Саркăн икĕ пайне çыхăнтаракан пымак. Ла-Купе (фр. La Coupée) — Сарк утрава хăйĕн Литл-Сарк çурутравĕпе çыхăнтаракан пымак.

Ла-Купе тăрринче тинĕс шайĕнчен 100 м яхăн çуран утмалли 2,5 м ытла сарлакăш çул сарнă.

Хăрушсăрлăх майĕпе хӳтĕлекен карталанисене 1900 çулта туса лартнă. 1945 çулта вăрçăра тыткăна лекнĕ нимĕçсем çак çула бетонланă.

Ла-Купе тăррипе уçăлса çӳресен кăмăл-туйăм питĕ хавхаланать. Пляж еннелле те, кӳлмек еннелле те çав тери хитре пейзаж чуна савăнтарать.