Лебедева Елена Алексеевна
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Лебедева Елена Алексеевна, — чĕлхе тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ (1984). 1951 çулхи ака уйăхĕн 25 Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Янтуш ялĕнче çуралнă.
Чăваш патшалăх университечĕн тюркологи кафедрин ертӳçи.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çĕрпӳри иккĕмĕш номерлĕ вăтам шкулта, Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕнчи чăваш уйрăмĕнче вĕреннĕ. 1974—1975 çулсенче Венгрире, Сегед университетĕнчи алтаистика кафедринче стажировкăра пулнă. 1976-1979 çулсенче СССР Ăслăлăх академийĕ çумĕнчи Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн аспирантуринче вĕреннĕ.
1979—1982 çулсенче ЧНТИн чĕлхе пайĕнче ăслăлăх сотрудникĕ пулса ĕçленĕ. 1984 çулта «Чăваш чĕлхинчи пулă ячĕсем, историллĕ танлаштару тишкерĕвĕ» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ.
1985 çултанпа Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлет. Студентсене тĕрĕк чĕлхисен танлаштаруллă грамматикине, чăваш чĕлхин историне вĕрентет, этнолингвистикăн ятарлă курсне те ертсе пырать.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- К этимологии чувашскbх названии рыболовных снастей // Исследовання по лексикологии и фразеологии чувашского языка. Ч., 1982
- Заметки по истории чувашских названий рыб // Проблемы составления этимологического словаря отдельного языка. Ч., 1986.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Лeбeдeва Елeна Алeксeeвна (25.04.1951)(ĕçлемен каçă)
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |