Левицкий Дмитрий Григорьевич
Дмитрий Левицкий | |
Боровиковский В. Л. Левицкий сăнарĕ | |
Çуралнă чухнехи ят: | Левицкий Дмитрий Григорьевич |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1735 |
Çуралнă вырăн: | Маячка сали, Полтава кĕперни |
Вилнĕ вăхăт: | 1822 |
Вилнĕ вырăн: | Сăваплă-Петĕрхули |
Жанр: | çын сăнар ĕçĕ |
Вĕренӳ: | А.П.Антропов |
Стиль: | классицизм |
Викиампарти ĕçсем |
Дмитрий Григорьевич Левицкий (1735-1822) — 18-мĕш ĕмĕрти вырăс сăрă-ÿнер ĕçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Вăл çутă та таса, этем çÿллĕ шухăшлавне философи тата эстетика енчен туллин çутатса ÿнер хайлавĕсенче пурнăçа кĕртнĕ.
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăл 1735 çулта Полтава çывăхĕнчи Маячка салинче пачăшкă кил-йышĕнче çуралнă, вĕсен çемьи авалхи йăхран тухнă. Ашшĕ хăй тĕллĕн вĕреннĕ сăрă ÿнерçи тата гравёр пулнă.
1752 çулта Сăваплă-Петĕрхулинчен Киева паллă ÿнерçĕ А.П.Антропов пыни питĕ пархатарлă пулнă. Ăна вăл ашшĕпе пĕрле сăваплă Андрей чиркÿне капăрлатма пулăшнă.
1758 çулта çамрăк Левицкий Сăваплă-Петĕрхулине пурăнма куçать, Антроповăн вĕренекенĕ пулса тăрать, темиçе çул унăн кил-йышĕнче пурăнать, унпа пĕрле ĕçлет. А.Н.Бенуа каланă тăрăх, ăна итал ÿнерçи Джузеппе Валериани те темиçе урок панă. Ку тапхăрта Раççейра Елизавета патша йыхравĕпе килнĕ итал тата франци ÿнерçисем: Ротари, Эриксен, Торелли, Лепренс, Токке тата Рослин ĕçленĕ; вĕсен ĕçĕсем те çамрăк Левицкине ырă витĕм кÿрнĕ. Анчах та чăн пурнăçа чуна уçса сăнарлама пултаруллă çамрăк çын Антроповран еткернĕ.
1762 çулта вăл Антроповпа пĕрле Мускава пырать, 2-мĕш Кĕтерин патша коронацине чысласа хăпартнă Триумф хапхине капăрлатать, нумай ĕçлет, кирлĕ паллашусемпе çыхăнусем тупать. Тепĕр çултанах тăрăшуллă çамрăк хăй тĕллĕн ĕçлеме пуçлать.
1770 çулхи Илем академин курав кăтартувĕнче ÿнерçĕ ултă çын сăнарĕ кăтартнă, пурте ăсталăхĕпе çÿллĕ шайра пулнă. Вĕсенчен чи палăрса тăракан ĕçĕ — Ӳнер академин пĕрремĕш директорĕ тата ректорĕ А.Ф.Кокоринов сăнарĕ ăна чăнах чапа кăларнă. Левицкий унăн чун-кăмăлне туллин уçса кăтартса пама пултарнă. Çакăншăн ÿнерçĕ академик ятне илме тивĕç пулнă.
1771-1788-мĕш çулсенче Левицкий Ӳнер академинче çын сăнарĕ ÿкерекен клас ертÿçи пулса ĕçлет. Левицкий хайлавĕсем Анăç Европа ÿнер ăстисен ĕçĕсенчен кăшт та кая юлмаççĕ. Унăн ĕçĕсем ытти ÿнерçĕсен хайлавĕсенчен ăсталăх мелĕпе питĕ уйрăлса тăраççĕ. Вăл сăнарĕсен куракан куçĕсене, сăн-сăпатне, кĕпе-тумтирне епле ÿкерни,тĕссем илемлĕн çыхăнса тăни — тÿрех ун аллине кăтартаççĕ. Левицкий 2-мĕш Кĕтерин патша вăхăтĕнчи чылай çын сăнарĕсене ÿкернĕ, вĕсен хушшинче П.А.Демидов (1773-мĕш çул) сăнарне те. Демидов хăйне-май эксцентрик пулнă, çав вăхăтрах вăл нумай вĕренÿ-пĕлÿ илнĕ çын, пĕрлĕх пусмин çÿллĕ картлашки çинче тăраканскер, ырă ĕçсемпе пулăшакан меценат пулнă. Ÿнерçĕ тĕрлĕ атрибутсем урлă çавна ăнлантарса панă.
Левицкий тунă ĕçсенчен чи çÿллĕ шайра 2-мĕш Кĕтерин никĕсленĕ Смольный институт хĕрĕсен сăнарĕсен кăшăлĕ тăрать. Ӳнерçĕ лайăх çутĕç-пĕлÿ илнĕ, хăйне хăй чипер тытма пĕлекен çĕнĕ хĕрарăм сăнарĕсене ÿкернĕ: 1773-1777 çулсенче çичĕ ĕç тунă. Икĕ ĕçĕ мăшăрлă — Ф.Ржевскаяпа Н.Давыдова, Е.Хрущoвапа Е.Хованская сăнарĕсем; Е.Нелидова, Н. Борщова, А.Левшина, Г.Алымова, Е. Молчанова пĕрершер сăнар. Кăмăл-чун хевтине лайăхрах уçса пама кашни хĕрне мĕнле-те пулсан роль уйăрса панă. Левицкий 2-мĕш Кĕтерин патша сăнарне мăнаçлăн та чаплăн хайланă, ăслă та çутĕçе аталантаракан патшалăх çынни пек кăтартнă. Аллегори меслечĕпе ăна Фемида турă керменĕнче вырнаçтарнă, патша пуçĕ çинче лавр çулçисен кăшăлĕ, ун хыçĕнчи тинĕсри карап — çирĕп те хÿтĕленĕ суту-илÿне, мăкăнь чечеккисене çунтарни — канма пĕлмесĕр ĕçленине пĕлтерет. Урисем патĕнчи саккун кĕнекесене ăмăрткайăк сыхлать. Лайăх шутласа лартнă композици — Çутĕç ĕмĕрĕн тĕрĕс те çирĕп никĕслĕ патшалăха пĕлтерет.
1773 çулта ÿнерçĕ Раççейа хăнана килнĕ франци паллă философ-ăсчахĕ — Дени Дидро сăнарне (Женева, Халăх кĕнеке пуххи) ÿнерет. Левицкий малалла шухăшлакан çыравçă таврашĕсен елчисемпе — В.Капнист, Г.Державин, А.Оленин, Н.Новиковпа çывăх паллашура тăнă; архитектор, сăвăç, кĕвĕ çыравçи Н.А.Львовпа туслă пулнă, нумайăшĕн сăнарĕсене ÿкернĕ. Хĕрарăм сăнарĕсене те Левицкий пысăк ăсталăхпа ÿкернĕ: 1782-мĕш çулта Урсула Мнишек, чаплă чĕнтĕрленĕ кĕпе-тумтирлĕ статс-дама, Польша юлашки королĕн тăванĕн хĕрĕн сăнарне ÿкернĕ.
1778 çулта М.А.Дьякова (каярахпа Львова), — питĕ çепĕç, çутă чун-кăмăллă хĕр сăнарне ÿкерет.
1780 çулсенче А.И.Воронцов граф ăна хăйĕн кил-йыш елчисене сăнарлама ыйтать. Ку ĕçе ÿнерçĕ ăнăçлă туса вĕçленĕ. Юлашки çулсенче ÿнерçĕ алли улшăнать.Унăн сăрă тĕссисем малтанхи пек пуян та çутă мар, тĕксĕмрех те пĕр тĕслĕрех. 1787-мĕш çулта вăл Академирен тухать, тĕн ыйтусемпе кăсăкланма пуçлать, ирĕклĕ масонсен ушкăнне кĕрет. Халĕ ĕнтĕ вăл ертсе пыракан ÿнерçĕсен шутне кĕмест, пĕччен пурăнать.
1807 çулта Академи конференц секретарĕ тата юлташĕ А.Лабзин тăрăшувĕсем ăна Академин Канаш пайташĕ пулма май параççĕ. Анчах-та усал шăпа пысăк инкек илсе çитерет — ÿнерçĕ куç çутине çухатса суккăрланма пуçлать. Юлашки ĕçне вăл 1812-мĕш çулта пурнăçланă.
1822 çулта Сăваплă-Петĕрхулинче унăн кун-çулĕ татăлнă, ăна Смулен çăвинче пытарнă.
Курав речĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
Портрет Н.А. Львова. 1774 (Патшалăх Третьяков галереи, Мускав).
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Александр Бенуа, Русская школа живописи, М.,"Арт-Родник",1997
- A.Dmitrenko, E.Kuznetsova, O.Petrova, N.Fyodorova, Fifty russian artists, Moscow, Raduga Publishers,1985
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Третьяков курав речĕ 2013 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.