Классицизм
Классицизм ((фр. classicisme), лат. classicus — тĕслĕхлĕ) — XVII-XIX-ĕмĕрсенчи Европа ÿнер илемлĕхĕн эстетикаллă юхăмĕ.
Классицизмăн тĕп вырăнне Декарт философин рационализм шухăшлавĕ йышăнать. Классицизм пăхнă тăрăх, ÿнер хайлавĕ, тĕнчепулăмĕн янкăр-тÿрĕ логикине уçса парса, хытарса çирĕплетнĕ канонсем тăрăх пурнăçланмалла.
Классицизма улшăнма пултарайман ĕмĕрлĕх кăсăклантарать — кашни пулăмра вăл, ăнсăртран пулса тухнă харпăрлăх паллисене айкине сирсе ярса, чи пĕлтерĕшлине çех упраса хăварать. Классицизм илемĕ ÿнер ĕçĕн умне пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕл лартать, ку вăл — этем пĕрлĕхне ăс парса аталантарни. Классицизм жанрсен йĕркине çирĕп тытăнтарать, вĕсене çÿллĕ (ода, трагеди, эпопея), тата аяллă жанрсене (кулăш, сатира, юптару) пайлать. Кашни жанрăн çирĕплетнĕ паллисем пур, вĕсене пĕр-пĕринпе пăтраштарма юрамасть.
Уйрăм юхăм пулса классицизм XVII - ĕмĕрте Францире никĕсленнĕ. Франци классицизмĕ çынăн харпăрлăхне тĕнпе чиркÿ витĕмĕнчен ирĕке кăларса, пурнăçăн чи хаклă вырăнне лартса çирĕплетнĕ. Раççей империйĕнче классицизм юхăмĕ хăйне май çулпа аталаннă.
Нумай енчен классицизм антиклă ÿнерĕн (Аристотель, Гораций), «ылтăн ĕмĕрне» илем тĕслĕхĕ вырăнне илсе тĕрев илнĕ. XVII- ĕмĕрти Францире ăна Минервапа Марс ĕмĕрĕ тенĕ.
Сăрă-ÿнер
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Францире Никола Пуссен, Жак Луи Давид, Жан Огюст Доминик Энгр ÿнерçĕсене аса илмелле.
Кулепе ÿнерĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Францире Пигаль тата Гудон.
Италире Антонио Канова.
Данире Торвальдсен.
Раççейре Федот Шубин, Михаил Козловский, Борис Орловский, Иван Мартос ÿнерçĕсем.
Кил-çÿрт ÿнерĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Раççейре А. Н. Воронихин.
Çыравлăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Театр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Мольер Жан-Батист — франц драматургӗ.
- Уильям Конгрив — акӑлчан драматургӗ.
Кĕвĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Классицизм // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
- Классицизм и романтизм в живописи // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
- Brunetière Ferdinand. Histoire de la littérature française classique (1515—1830). 4 volumes. Paris, 1891—1892
- Peyre H. Qu’est-ce que le classicisme? [1933]. Paris: Nizet, 1942.
- Стороженко Н. И. История западной литературы : Курс лекций, чит. о. п. Н. И. Стороженко [в Моск. ун-те] в 1894-95 ак. г. T 68/ 412. A 280/65, [Москва] : лит. О-ва распр. полез. кн., [1895]
- Коган П. Очерки по истории западноевропейской литературе. Т. 1. П., 1903.
- Пумпянский Л. В. К истории русского классицизма (1923—1924) // Пумпянский Л. В., Классическая традиция. Собрание трудов по истории русской литературы. Москва: Языки русской культуры, 2000. С. 30
- Bray René. La Formation de la doctrine classique en France. P.: Hachette, 1927.
- Мокульский, С. С., ‘Формирование классицизма’, История французской литературы. Том 1. Москва-Ленинград, 1946; Виппер, В. Б., Формирование классицизма во французской поэзии начала XVII века. Москва: Издательство Московского университета, 1967. C. 472
- Обломиевский, Д. Д., Французский классицизм. Очерки. Москва: Наука, 1968. С. 52.
- Обломиевский Д. Д., Французский классицизм. Очерки. Москва: Наука, 1968. С. 48, 52.
- Обломиевский Д. Д., Французский классицизм. Очерки. Москва: Наука, 1968. С. 177.
- Михайлов А. Д. «Португальские письма» и их автор’, Гийераг. Португальские письма. Издание подготовили А. Д. Михайлов, А. А. Энгельке. Москва: Наука, 1973. С. 226.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Классицизм Викиампарта? |