Лез-Арк

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Лез-Арк
фр. Les Arcs
Ӳкерчӗк
Ту хысакӗ Вануаз[d]
Патшалӑх
Административлӑ-территориллӗ пай Бур Сен Морис[d], Landry[d], Peisey-Nancroix[d] и Villaroger[d]
Официаллӑ сайт paradiski.com(фр.)
Лез-Арк на карте
Лез-Арк
Лез-Арк
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Лез-Арк 1800-ра вырнаҫнӑ хальхи аппартаментсем

Лез-Арк (фр. Les Arcs) — Францин чи паллӑ сӑрт-ту курорчӗсенчен пӗри, Францири Альп тӑвӗсен варринче — От-Тарантез айлӑмӗнче, Савойя департаменчӗ вырнаҫнӑ.

Лез-Арк ту курорчӗ ҫулпа ҫыхӑнтарнӑ тӑватӑ ту ялӗнчен тӑрать, вӗсене ту тӑррисен ячӗсене панӑ: Арк 1600, Арк 1800, Арк 1950 тата Арк 2000.

Аялта Бур-Сен-Морис хула вырнаҫнӑ, вӑл Арк 1600 ялпа ҫӳле хӑпартакан фуникулёрпа ҫыхӑннӑ.

Курорт кун-ҫулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сӑрт-тури Лез-Арк йӗлтӗр комплексӗ вырӑнти тусенчи ҫулсемпе илсе ҫӳрекен Робер Бланкпа (Robert Blanc) тата сӑрт-ту туризмне аталантаракан Роже Годино (Roger Godino) менеджер пуҫарӑвӗпе 1960 ҫултанпа аталанма тытӑннӑ.

Чи малтанах 1600 м ҫӳллӗшӗнче поселок никӗсленӗ, кайран вара аталану ҫӳлелле кармашма пуҫланӑ, ҫапла май 1800, 1950 тата 2000 м ҫӳллӗшӗнче мӗнпур инфраструктурӑна вырнаҫтарса тепӗр виҫӗ хӑна комплексӗ йӗркеленӗ.

  • 1968 — Arc 1600
  • 1974 — Arc 1800
  • 1979 — Arc 2000
  • 2003 — Arc 1950

Арк 1800 чи пысӑк ту ялӗ шутланать, кунта ҫӳле хӑпартмалли хатӗрсем йышлӑ, вӑл виҫӗ района пайланать: Шарве, Вийар тата Шарметоже. Ҫурт-йӗрсенче ытларах хальхи архитектурӑн пурӑнмалли пысӑк корпусӗсем.

2003 ҫулта Vanoise Express cable car ҫӗнӗ канат ҫула хута янӑ хыҫҫӑн Лез-Арк Paradiski group сӑрт-ту йӗлтӗрӗн пысӑк комплексӗн пайӗ пулса тӑнӑ, ун шутне ҫавӑн пекех юнашар вырнаҫнӑ Францири La Plagne сӑрт-ту курорчӗ те кӗрет.

Паллă вырăнсем, специализаци, майсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Лез-Аркӑн пилӗк районӗ (Bourg-Saint-Maurice, Arc 1600, Arc 1800, Arc 1950 and Arc 2000) тинӗс шайӗнчен 810-3225 метр ҫӳллӗшӗнче тӗрлӗ ҫӳллӗшре вырнаҫнӑ. Йӗлтӗрпе ярӑнма 1200 м ҫӳллӗшӗнчен пуҫласа май пур. Районта 106 сӳрт-ту йӗлтӗр трасси, 54 ҫӳле хӑпартмалли хатӗр (сӑрт-ту йӗлтӗрӗпе ярӑнса анма май паракан трассӑсен 200 ҫухрӑмне ярса илеҫҫӗ) вырнаҫнӑ.

Регионти ҫӳлти вырӑн — Айгуль-Руж ту (фр. Aiguille Rouge).

Ҫӳле хӑпартакан хатӗрсем никам тӗкӗнмен юрлӑ тӑвайккисем патне те илсе ҫитереҫҫӗ, урӑхла каласан, фрирайдпа та аппаланма майсем пур.

Лайӑх хатӗрленӗ трассӑсем пуртан тата сӑрт-ту рельефӗ юрӑхлӑ пулнӑран Лез-Аркра ҫавӑн пекех йӗлтӗрпе хӑвӑрт анассипе темиҫе тӗнче рекорчӗ тунӑ.

Ҫуллахи вӑхӑтра маунтинбайк мелӗпе ярӑнма майсем пур. Районта маунтинбайк валли ятарласа палӑртса тухнӑ 10 VTT трасса пур.

Сăнсен пуххи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каҫӑсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Лез-Арк (Савойя) статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.