Контент патне куҫ

Липунов Владимир Михайлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Липунов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Владимир Михайлович Липунов
Çуралнă вăхăт: 1952, çурла, 17
Çуралнă вырăн: Райчихинск,
Амур облаçĕ, СССР
Ĕç вырăнĕ: Мускав патшалăз университечĕ
Ăсчах степенĕ: физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ
Ăсчах хисепĕ: профессор
Альма-матер: МПУ, физика факультечĕ, 1976
Чыславсемпе парнесем


Шаблон:Раççей Федераци аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçтешĕ

Влади́мир Миха́йлович Липуно́в (1952, çурла, 17 çур.) — совет тата раççей ăсчахĕ, астрофизик, МПУ профессорĕ, физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ (1991), çыравçă-фантаст (псевдонимĕ - Владимир Хлумов)[1].

1952 çулхи çурлан 17-мĕшĕнче Амур облаçĕн Райчихинск хулинче çуралнă.

1976 çулта Мускав патшалăх университечĕн физика факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ те 1979 çулчен Киевре, Украина ССР Ăçлăхсен академин тĕп астрономи обсерваторинче ĕçленĕ.

1982 çулта МПУ аспирантуринче пĕлĕвне Я. Б. Зельдович академик çумĕнче ӳстернĕ, 1981 - 1992 çулсенче МПУ физика факультечĕн астрономии уйрăмĕнче доцент вырăнне йышăннă, П. К. Штернберг ячĕллĕ патшалăх астрономии институтĕнче çăлтăрсен тĕнчине тĕпченĕ. Тепĕртакран МПУ физика факультечĕн астрофизика тата çăлтăрсен астрономин профессорĕ ятне тивĕçнĕ, унта халĕ те лекцисене вулать, семинарсене ирттерет[2]. 2014 çулта раштав уйăхĕнче Липунов профессор Глобальлĕ телескоп-роботсен системи МАСТЕР пулăшнипе планета çинче пурăнакансемшĕн хăрушла астероид уçнă, вăл Апофис астеродран аысăкрах пулнă. Çĕнĕ астероида 2014 UR116 ят панă[3][4]. 100 ытла ăслăх ĕçĕн, çав шутра «Астрофизика нейтронных звезд» монографин авторĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

РФ ÇП пайташĕ (псевдонимĕ - Владимир Хлумов). Пĕрремĕш кĕнеки — «Старая дева Мария» (1997). Çаплах «Дети звезд» (1990), «Старая песня» (1996), «Ночной дозор» (1996) пьсăсене, «Листья московской осени» (1996), «Прелесть» (1998), «Чайка по имени Федор» (2000) повеçсене хайланă. 1999 çулта, ака уйăхĕнче Липунов тетелре «Русский переплет» литература журналне йĕркеленĕ[1].

Чысланисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Астрономсен тĕнчери пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1993)
  • Астрономсен Европăри пĕрлĕхĕн пайташĕ (1993).
  • Пĕтĕм Союзри «Пĕлӳ» конкурсĕн лауреачĕ (1987)
  • МПУ М. В. Ломоносов ячĕллĕ МПУ парне лауреачĕ (2002).
  • Раççей Федераци аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçтешĕ (2006).
  • М.В.Ломоносов ячĕллĕ МПУ хисеплĕ профессорĕ (2018) [5]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]