Литературăлла герой
Литературăлла геро́й — илемлĕ литературăри çын е чĕрчун сăнарĕ. Çавăн пекех «сăпат» тата «персонаж» теме пултараççĕ. Час-часах литературăлла герой тесе пысăкрах пĕлтерĕшлисене çеç калаççĕ. Апла-и, капла-и анчах ăна персонаж тенинчен уйăрса пăхма сăлтавсем пур.
Литературăри геройсене пархатарлисем тата пархатарсăррисем çине уйăрас йĕрке пур. Анчах та ку йĕрке чылай енчен малсăлтавлă. Калăпăр, уйрăммăн илсен, антигерой текеннисем пур.
Хăш чухне автор геройсен паларăмĕсене формализацилет, çапла вара уйрăм «типсем» пулса тухаççĕ. Кунашкал мел уйрăмах классицизм литературишĕн кăтартуллă пулнă. Çапла вара унта çын сăнарĕ функци палăрăмĕ пек çеç те тăрса юлнă.
Тата литературăлла геройсем хушшинче чăн сăпатсем те пулма пултараçсĕ, сăмахран историлле персонажсем.