Лондон тĕплĕх биржи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Лондон тĕплĕх биржи (London Stock Exchange, кĕскен LSE) — Европăри пысăкки-ватти тĕплĕх биржисенчен пĕри.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Официаллă ăна 1801 çулта никĕсленĕ, çапах та унăн историне 1570 çултан тăсмалла. Çавăн чух патша финансă агенчĕ, канаш паракан Томас Грешэм Патша биржине хăйĕн укçи-тенкипе туса хунă.

Лондон биржи хăйĕ те акционерла общество пулса тăрать, унăн акцийĕсем çакăнтах çаврăнса çӳреççĕ. Акцисен пасарĕ лондон биржинче çапла пайланать: тĕп (акăл. main, official), унта çирĕп тытăнусене пăхăнса ĕçлекен компанисене çеç кĕртеççĕ[1] Управления по финансовому регулированию и надзору Великобритании (акăл. The Financial Services Authority (FSA), тата альтернативный (акăл. Alternative Investments Market, AIM), çемçерех тытăнуллă йĕркепе, ытларах енĕпе инновациллĕ компанисемшĕн.

Лондон тĕплĕх биржи тĕнчери чи тĕрлĕ нациллĕ шутланать — кунта тĕнчере çаврăнакан акцисен çуррипе сутă-илӳ ирттереççĕ. 2004 çулта листинг хутĕнче тĕнчери 60 патшалăхри 340 ют çĕр компанисем çырăннă, ют çĕр эмитенчĕсен акцисемпе сутă-илӳ туни $ 2229 млрд çитнĕ. [2]. Биржăра Раççейри паллă компанисен акцийĕсем (ытларах депозитарлă çырса панисем), çав шутра «Роснефть», «ЛУКОЙЛ», «Черкизово», «Евраз» çаврăнаççĕ. 2005 çулта LSE ĕретне РТС индексĕн фьючерсĕсемпе опционĕсене кĕртнĕ (çав контрактсемпе сутă-илӳ тунин калăпăшĕ кунне 3 млрд руб. тата 700 млн тенкĕ тухать). 2006 çулхи чӳк уйăхĕнче биржа çĕнĕ индексне — FTSE Russia — ĕçе ячĕ, ку ĕнтĕ LSE лапамĕнче сутса-яма хевтеллĕ чи вăйлă 10 раççей кампанисен депозитарлă çырса панисем хакĕн улшăнăвне кăтартать.[3]

Пулса иртнисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи кĕрленĕ чух тĕплĕх биржин çуртне нимĕç ракети лекнĕ, çавăн хыççăн вара сутă-илӳ ĕçлĕхне вăхăтлăха нӳхрепе куçарнă.
  • 1987 çулхи чӳк, 19 («йĕксĕк тунтикун») FTSE 100 индексĕ 30 % ытла ӳкет, пасарăн капитализацийĕ £63 млрд шутлă начарланать, тĕнчери хуçалăх (экономика кризисĕ) тапранать, Совет Союзĕ арканнă хыççăн çеç (1990-мĕш пуçламăш çулĕсенче) иртсе каять.
  • 2000 çулхи ака,5 LSE биржинче электронлă йĕркинчи ĕçĕсем кăлтăкланнине пула сутă-илӳ 8 сехете майлă чарăнса ларнă. Çухатусем темиçе миллион фунта çитнĕ. Çапах та ертӳллĕ FTSE 100 индексĕ 0,74 % кăна ӳкнĕ пулнă.

Çавăн пекехпăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхатарусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Правила листинга в руководстве Управления по финансовому регулированию и надзору Великобритании 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Рубцов Б. Б. Современные фондовые рынки, «Альпина Бизнес Букс», 2007
  3. ^ «Ведомости», № 201 (1728), 25 октября 2006

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]