Лука Синьорелли

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Лука Синьорелли
Luca Signorelli
Хăйĕн сăнарĕ
Хăйĕн сăнарĕ
Çуралнă чухнехи ят: Лука Синьорелли
Çуралнă вăхăт: 1445 (50?)
Çуралнă вырăн: Кортона
Вилнĕ вăхăт: 1523
Вилнĕ вырăн: Кортона
Гражданлăх: Итали
Вĕренӳ: Пьеро делла Франческа
Стиль: кватроченто
Сĕм: Антонио Поллайоло, Перуджино
Commons-logo.svg Викиампарти ĕçсем

Лука Синьорелли (итал. Luca Signorelli;1445 (50?) - юпа, 16, 1523) — ирхи Чĕрĕлÿ тапхăрĕн итал ÿнерçи.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ăна час-часах Кортона Луки теççĕ, мĕншĕн тесен вăл Кортонара çуралнă та, вилнĕ те. Пьеро делла Франческа ÿнерçĕн вĕренекенĕ, çын шăмшакĕпе хусканăвне сăнарланинче Антонио Поллайолоран сĕм илни курăнать. Вăтам Италин чылай хулисенче, Флоренцире Лоренцо Медичи, Урбинора Федериго да Монтефельтро килĕсенче, тата инçетри пĕчĕк хуласенче те ĕçленĕ.

1481-1482 çулсенче Римри Сикстин капеллине капăрлатнă ĕçсенче хутшăннă, Бартоломео делла Гаттапа пĕрле «Моисей пурнăçĕн сценисене» сăнарланă. Пĕр вăхăт Сикстин капеллинче Перуджинопа ĕçленĕ, ÿнер кун-çулне тишкерекенсем Сеньореллин Лоретори сăваплă вырăнти фрескисенче, тата Перуджи чиркĕвĕн Сăваплă Онуфри алтарĕнче (1484) Перуджино сĕмне кураççĕ.

Ӳнерçĕ час-часах Флоренцире пулнă, 1490 çулта вăл Чаплă Лоренцо валли «Пана вĕрентни» ĕçе хайланă (хайлавĕ Берлинта Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче пĕтнĕ) тата «Турамăш пепкипе» (Уффици) тондо хайланă.

Монте Оливето Маджоре аббатлăх (Тоскана, 1496-1498) «Саваплă Бенедикт кун-çулĕ» тата Орвието чиркĕвĕн Сан Брицио (1499-1502) капелли валли тунă «Тĕнче пĕтни» фрескисем Синьореллине чи пысăк чапа кăларнă. Сан Брицио капеллăн Апокалипсис çинчен тунă фрескасем чи тĕлĕнмелли ÿнер хайлавĕсенчен пĕри, XVI ĕмĕрти ÿнер ĕçĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулать. Кунта Синьореллин - Ренессанс тапхăрĕн чаплă ÿнерçин пултарулăхĕ туллин уçăлнă. Каланă тăрăх, Микеланджело хăйĕн «Хăрушă явапне» шăпах çавă ĕçпе хавхаланса хайланă.

1512 çулта вăл Флоренцири Кортона элчи пулса тăнă.

Пурнăçĕн юлашки çулĕсене тăван хулинче ирттернĕ, ÿнер лаçĕн ертÿçи пулнă.

Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Дзуффи С. Возрождение. XV век. Кватроченто. — М.: Омега, 2008. — (Художественные эпохи). — ISBN 978-5-465-01772-5.
  • Salmi М., Luca Signorelli, Novara, 1953.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]