Контент патне куҫ

Лука (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

ЛукаЧулхула облаçĕнчи юханшыв, Вая шывĕн сылтăм юппи.

Юханшыв çăлкуçĕ Суходол ял çывăхĕнче вырнаçнă. Пĕтĕмĕшле кăнтăралла юхать, Вая шывĕпе пĕрлешес умĕн çеç кăнтăр-хĕвеланăçнелле пăрăнса илет.

Лука юпписен шучĕ вуннă ытла, пысăккисем çук. Юханшыв хĕрринче ялсем ун çӳлти юхăмĕнче кăна вырнаçнă: Суходол, Якутино, Мăн Елховка, Кĕçĕн Елховка.