Контент патне куҫ

Мăкăр

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Мăкăр (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ял
Мăкăр
Мăкăр. Усă курман кивĕ кĕпер
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Канаш
Ял тăрăхĕ [[ял тăрăхĕ|]]
Координатсем 55° с. ш. 46° в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Ял  Ял
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83535
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 205 873 003
Мăкăр (Раççей)
Точка
Мăкăр (Чăваш Ен)
Точка

Мăкăр, — Чăваш Республикин Канаш районĕнчи ял.

Ял тытăмĕ, йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Интернетра çырнинчен[1]:

« Халĕ Мăкăр ялĕнче 600-е яхăн çын пурăнать. Вĕсенчен 92-шĕ — 18 çула çитмен ачасемпе çамрăксем. Тăтăш йĕркелекен субботнике хăйсен кăмăлĕпе 100-шер çын хутшăнать. Ĕçлеме те, канма та вăхăт тупать ял-йыш. 200 е ытларах çын пуçтарăнакан уявсем мĕнешкел савăнăçлă иртеççĕ. Чун туличчен выляççĕ, юрласа ташлаççĕ, калаçаççĕ.

Çак тăрăхра 25 çултан ытларах пĕрле пурăнакан 55 мăшăр уйрăмах хисепре. Сăмах май, кунта амăшĕсен, ашшĕсен канашĕ кăна мар, асаннесемпе асаттесен, кукамайпа кукаçисен пĕрлешĕвĕ те ăнăçлă ĕçлет. Вĕсем пушă вăхăта ача-пăчапа ирттереççĕ.

Екатерина Константинова çамрăксене наркотик, эрех-сăра, пирус сиенĕ çинчен аса илтерсех тăрать. Çавăнпах усал йăла хуçаланаймĕ ку тăрăхра.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан ял çыннисем спортпа туслă. Çавна май ăмăртусем тăтăш йĕркелеççĕ вĕсем. Çемйипех хăйсен ăсталăхне тĕрĕслекен-кăтартакан йышлă. Яковлевсем, тĕслĕхрен, 7-ĕн пĕртăван. Вĕсем стадионта та, сцена çинче те пултаруллă та маттур.

Хăнăхнă йăлапа ватă çынсене çуралнă кун ячĕпе юрă-ташăпа саламлаççĕ вырăнти артистсем. Вĕсен пуçарулăхĕ, шухăш хăвачĕ, чăнах, иксĕлми. Малашне уяв кĕрекине пуçтаракансене «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат çырăнса пама палăртрĕç ял хастарĕсем. Апла тăк ку тăрăхра вулакансен йышĕ пысăкланĕ. Эпир çĕнĕ туссемпе çирĕп çыхăну йĕркелемешкĕн яланах хапăл.

Мăкăрсем республикăри мăнастирсене çÿреççĕ. Нумайăшне çитсе килнĕ вĕсем. Халĕ Шупашкарти арçынсен мăнастирĕнче пулса курасшăн. Çулçÿрев витĕмĕпе ырă шухăшсем çуралнине палăртаççĕ ял çыннисем. Тĕне ĕненекенсенчен нумайăшĕ типĕ тытать.

«Урă ял» ят çĕнсе илекенсем 50 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ. Малтан унпа клуб тăррине витме палăртнă вĕсем. Пуçаруллăскерсене çак тĕллевпе укçа куçарса панă ĕнтĕ. Çавăнпах 50 пин тенкĕпе клуб чÿречисене улăштарасшăн. 1977 çултанпа кивелнĕ вĕсем.

Мăкăрсем çак уйăхрах клуб тăррине витме пуçласшăн. Çĕнелнĕ çурт тата ытларах çынна илĕртĕ. Пысăкрах йышпа нумайрах ĕç пурнăçлама май килĕ.

»

Паллă çынсем, ытти харкамлăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Волков В.М. Мать-кормилица – земля. Сельские хозяйства Канашского района на рубеже XX – XXI веков. – Чебоксары: «Новое Время», 2009. – 348 с.
  • Григорьев Н.Г. Моя малая родина Кайакъяль: О деревне и ее обитателях. – Чебоксары, 2005. – 352с, илл.
  • Бикалов А.Д., Бикалова Н.А. Прицивилье. История и экономика Чувашского края в XVIII – XX веках. Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во. – 2000. – 239 с., илл.
  • Чувашская Республика - Чувашия: атлас: масштаб 1:100000. - Екатеринбург: Уралаэрогеодезия, 2009. - 68 с.: карты.
  • Бабанов Николай. Тобурдановские родники. г.Канаш: «Канашский издательский дом», 2011 г.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Тумаланова, Марина. «Урă ял» — 18 Mar, 2017 | Чăваш хĕрарăмĕ | Культура, Ял хуçалăхĕ | Савнă тăван кĕтесĕм