Мăн Акăш кӳлли
Курӑнакан калӑплав
Мăн Акăш кӳлли, — Шупашкар районĕнчи Атăлхыçĕнчи вăрманта, Сосновка посёлокĕнчен 9 çухрăм çурçĕр-хĕвелтухăçнелле вырнаçнă кӳлĕ. Эоллă кӳлĕ. Таршшĕ 600 метр, сарлакăшĕ 500 метр, лаптăкĕ 30 га. Вăтамран тарăнăшĕ 1,7 метр. Чи тарăн вырăн 2,2 метр.
Кӳлĕре пулă тытаççĕ. Кунта вĕçен кайăксем йăва çавăраççĕ.