Кӳлĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кӳлĕ

Кӳлĕ, — кӳленсе тăракан шыв, шыв лаптăкĕ, шыв пуххи.

Кӳлесем çĕр путса тăракан вырăнсенче, юхан шывсен çумĕнчи улăхсенче, вăрман варринчи айлăм вырăнсенче сарăлса выртаççĕ. Нумай кӳлĕрен юхан шывсем уçăлса юхса тухаççĕ.

Чăваш Енре[тӳрлет]

Чăваш Енĕн чи тарăн кӳлли вырăнĕнче Эль кӳлли шутланать. Унăн тарăнăшĕ 10,5 метр, вăл Тăвай районĕнчи Эльпуç ял çывăхĕнче вырнаçнă.

Темĕн ятлă кӳлĕ те пур. Вĕсене кӳлĕ паллине кура ят панă. Çăрттан, кăвакал, акăш, хура, тĕпсĕр, вăрман кулли т. ыт. те. Кӳлĕсем çумĕнче ялсем вырнаçаççĕ: Кӳлкасси, Кӳлхири /кӳл хĕрри/, Кӳлçырма тата ыт.те.

Авал[тӳрлет]

Кулĕсем çумĕнче кĕлĕсем ирттернĕ. Чи таса, чи асамлă кулле çутă кӳлĕ, çут кӳл тенĕ. Тĕнри Çут кӳл тĕпсĕр, темле типĕ çул пулсан та вăл кӳлĕре шыв типсе чакмасть. Çут кӳл тĕнче тинĕсĕпе çыхăнса тăрать тенĕ.

Тĕсĕсем[тӳрлет]

Мĕнле пулса кайнипе темиçе тĕрлĕ пулаççĕ:

  • Тектониллĕ
  • Пăрлăхлисем
  • Юханшыв çуммĕнчисем
  • Тинĕс патĕнчисем
  • Айлăмлисем (кастрăллисем, термокастрăллисем)
  • Вулканлисем (сӳннĕ вулкансенчи кратерсенче пулса кайнисем)
  • Пĕвеленсе пулнисем
  • Хайлавлисем (пĕвесем, шыв усравĕсем)

Чи пысăк кӳлĕсем[тӳрлет]