Мĕнпур тĕнчери вăрăлăх усравлăхĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шпицбергенри мĕнпур тĕнчери вăрăлăх управлăхĕ (норв. globalt sikkerhetshvelv for frø på Svalbard) — Шпицбергенри туннель-управлăх, унта хăрушсăрлă упрама ял хуçалăхĕнчи калчаллă вăрăлахсен тĕп тĕслĕхĕсем.
Мĕнпур тĕнчери лартмалли-акмалли банк-вăрăлăх управлăхне ПНЙ хӳтлĕхĕпе тĕнчери ял хуçалăх ӳсентăранĕсен лартмалли-акмалли материалне упраса хăварас тĕллевпе йĕркеленĕ. Проекта Норвеги укçи-тенкипе туса пынă, вăл вара 9 млн доллар тăкака çитнĕ[1]. Кашни патшалăхăн хăйĕн уйрăмĕ пур.
Çак вăрăлăх управăхăн тĕл ĕçĕ — пулаяс глобаллă катастрофăсенче, çаплах астероидсем ӳксе çĕмĕресрен, йĕтре вăрçинче глобаллă ăшăту инкек-синкекĕсенчен хăтарасси.
120-метр тарăнăшĕнче тата тинĕс шайĕн çӳллешĕнчен 130 метр (430 фут) çуллĕшĕнче шпицбергенăн Лонгйир паççулкинче вырнаçнă. Банка сирпĕнтерӳрен хӳтĕлекен алăкпа шлюз камерисене туса лартнă. Материалсене шанту хатĕрĕсене хунă, вĕсем вырăнти çĕр кăмрăкĕпе ĕçлеççĕ, çаплах ĕмĕрлĕ шăнтлăх пулăшать. Вăрăлăхсене тăваттă сийлĕ герметика пакечĕсене хураççĕ, кайран пакетсене контейнерсене хураççĕ, вĕсене вара управлăхăн çӳлти полкисене хураççĕ.
Сивĕ температура (-18 °C) тата йӳçлĕк сахал пулнипе метаболика хастарлăхĕ вăрăлăхсене ватăлассине чараклаççĕ.[2]
Шпицбергенра вăрăлăх банк-управлăхĕ тума ĕмĕрлĕ шăнтлăх тата архипелаг таврашĕнчи хавшак тектоника хастарлăхне пула ансат шутланать.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ В Норвегии создают «Ноев ковчег» для семян
- ^ Всемирное хранилище семян. Короткие заметки 2012 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.