Контент патне куҫ

Маркелов Леонид Игорьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Маркелов Леонид Игорьевич (2010)

Маркелов Леонид Игорьевич, — Мари Эл Республикин президенчĕ. 1963 çулхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Мускавра çуралнă (2001-2017).

Хĕрлĕ Ялавлă Çар институтĕнче вĕренсе тухнă, юрист.

  • 1986 - философи тĕпчевĕсен кандидачĕ; юстици полковникĕ; институт хыççăн Мари Элра çар прокуратуринче хĕçметре тăнă;
  • 1990 çулсен пуçламăшĕнче хĕсметрен тухса адвокат пулса Республикăсем пĕрлĕх адвокатсен коллегийĕнче ĕçленĕ (Йошкар-Ола хули);
  • 1992-1995 - "Кодекс" юридици фирмин судпа право экспертиза пайĕн юрисконсульчĕ (Мускав хули);
  • 1995-1996 - юридици консультацин # 109 адвокачĕ (Мускав хули), Республикăсем пĕрлĕх адвокатсен коллегийĕ;
  • 1995, раштав - РФ Патшалăхăн Канашĕн иккĕмĕш пухăнăвĕн (1995-1999) депутачĕ, Мари Эл Республикинчен ЛДПР шучĕпе суйланнă; ЛДПР фракцинче;
  • 1996 çулта Мари Эл Республикин Президент суйлавне хутшăннă, анчах та иккĕмĕш турĕнче (1997 çулхи кăрлач, 4) В. Кислицын çĕнтернĕ;
  • 1999 çулхи раштавра РФ Патшалăхăн Канашне виççĕмĕш пухăнăвĕн, Мари суйлав округĕнче # 18 хутшăннă, суйлавсене выляса илеймен;
  • 2000 çулта ОАО "Росгосстрах" тĕп директорĕн çумĕ пулса ĕçленĕ;
  • 2000 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнче икĕмĕш турта Мари Эл Республикин Президентне (пĕрремĕш хут) суйланă (уншăн 57,9% сасă панă); В.Кислицыншăн- 33,7%;
  • 2004 çулхи раштавăн 19-мĕшĕнче Мари Эл Республикин Президентне (иккĕмĕш хут) суйланă, пĕрремĕш туртах çĕнтернĕ (уншăн 56,86% сас панă); çемьеллĕ, Раççей историпе кăсăкланать, спортпа туслă.
  • 6 апреля 2017 года Президент России Владимир Путин освободил от должности главу Марий Эл Леонида Маркелова, который подал в отставку по собственному желанию[1].
  1. ^ Путин освободил от должности главу Марий Эл Маркелова