Матвеева Зоя Германовна
Матвеева Зоя Германовна, — педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. 1940 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Сентимĕр ялĕнче çуралнă.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1957 çулта Муркашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă, икĕ çул хушши Атапайри клуб ертӳçи пулса ĕçленĕ. 1958 султа Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. 1963 çулта кунтан вĕренсе тухсан Вăрнар районĕнчи Малти Ишек ялĕнчи вăтам шкулта вĕрентекен тата вĕренӳ пайĕн пуçлăхĕ пулса (1963-1965), Хапăсри вăтам шкулта (1965-1966) учитель пулса ĕçленĕ. Ӗçленĕ хушăрах куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă (1966).
1966-1968 çулсенче Зоя Матвеева Юнкăри вăтам шкулта директор çумĕ пулса ĕçленĕ. Хăйĕн пĕлĕвне татах тарăнлатса анлăлатас тăллевпе вăл Ленинградри А.И. Герцен ячĕллĕ патшалăх педагогика институтĕнчи аспирантурăра вĕреннĕ. Ун хыçсăн 1971 çулта вăл Чăваш патшалăх университетне ĕçлеме куçнă: малтан — преподаватель, каярах аслă преподаватель, доцент пулса ĕçленĕ. Халĕ вăл философи кафедрин доценчĕ.
1972 çулта Зоя Германовна «Формирование организаторских умений младших подростков» темăпа диссертаци хӳтĕлесе педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ ятне илнĕ. Унăн ăслăлăх специальноçĕ — «Педагогика теорийĕпе историĕ».
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕпчевçĕн ăслăлăх шыравĕсем шкул ачисене тĕрес пахса ӳстерес ыйтусемпе, аслă шкул педагогикипе тата методикипе çыхăннă, çав ыйтусемпе вăл 40 ĕç ытла пичетлесе кăларнă.
Пичетленнĕ ĕçсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Изучение и формирование организаторских умений учащихся школы-интерната. Ленинград, 1970;
- Обучение и воспитание школьников. Ленинград, 1873;
- Практические умения организатора и характеристика их у младших подростков // Вопросы методики обучения и воспитания в школе. Чебоксары, 1973;
- Изучение мотивов активности школьников-подростков в организаторской деятельности // Проблемы единства обучения и воспитания. XXXI Герценовские чтения. Ленинград, 1978.