Маус (комикс)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Маус (комикс)
акăл. Maus: A Survivor’s Tale
Жанр: Комикс
Автор: Арт Шпигельман

«Maus: A Survivor’s Tale» ( «Маус: Чӗрӗ юлнин калавӗ») — Арт Шпигельман ҫырнӑ Холокост витӗр тухса чӗрӗ юлнӑ ашшӗ, польша еврейӗ Владек Шпигельман ҫинчен каласа паракан графикаллӑ роман. Романри Владекӑн кун-ҫулӗ пурнӑҫӑн икӗ татӑкӗсенче пулса иртет: Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫиччен тата унӑн вӑхӑтӗнче, тата унӑн пурнӑҫӗ Нью-Йорк ҫумӗнчи Риго-Паркра. Графикаллӑ роман еврейсене шӑшисен, нимӗҫсене кушаксен сӑнарӗсенче кӑларнипе палӑртуллӑ. 1992 ҫулта вӑл графикаллӑ Пулитцер парнине илнӗ.

Нью-Йоркри паянкун ӳнер музейĕнче (акăл. MoMA) романа чысласа курав ирттернӗ.

Раҫҫейра роман 2014 ҫулта «Маус» ятпа тухнӑ.

2008 ҫулта американ журналӗ Entertainment Weekly «Маус» романа хӑйӗн 1983 - 2008 ҫулсенчи 100 чи лайӑх кӗнекесен йышшӗнчи 7-мӗш вырӑнне лартнӑ.