Мач Василий Семёнович
Курӑнакан калӑплав
Мач Василий Семёнович (чăн хушамачĕ Мочанкин), — сăвăç. 1892 çулта Оренбург облаçĕн Грачево районĕнчи Йăканатьелĕнче çуралнă. 1951 çулта çĕре кĕнĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ. Кайран пĕлĕвне хăй тĕллĕн ӳстерсе пынă. Райхаçат литература ĕçченĕ пулнă, ачасене шкулта верентнĕ.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сăвăсем çырма 1914 çултах тытăннă. Икĕ тетраде Н.В. Никольскийе ярса панă. Унта унăн сăввисем тата «Эрине» ятлă поэма пулнă.
Октябрь революцийĕ хыççăн унăн сăввисем «Канаш» хаçатра çапăннă. Самарта чăвашла тухса тăнă «Колхозник» хаçатпа «Вăтам Атăл» журналта пичетленнĕ.
15 сăввине тата «Эрине» поэмине «Революциченхи чăваш литератури» (Дореволюционная чувашская литература) христоматинче пичетленĕ.