Меценатов Фёдор Сергеевич
Курӑнакан калӑплав
Меценатов Фёдор Сергеевич, — литература пĕлевçи. 1908 çулта Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Чурачăкра çуралнă. 1943 çулта вăрçăра пуçне хунă.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Канаш педагогика техникумĕнче, Хусан педагогика институтĕнче пĕлӳ пухнă. Шупашкар тата Канаш педагогика техникумĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Критикăллă статьясем çырнă. Вĕсем Хусанта тухакан «Утăм», Шупашкарта тухакан «Сунтал» журналсенче, «Çамрăк хресчен» тата «Канаш» хаçатсенче пичетленнĕ. 1940 çулта 8 класс валли чăваш литературине вĕренмелли кĕнеке кăларнă.
| Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ. Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
