Милдью

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
"Çăнăх сывлăм" чирпе çапнă çулçи

Милдью (Powdery mildew "çăнăх сывлăмĕ") — анлăн сарăлнă кăмпа чирĕ.Милдью - хăруш иçĕм сиенлекенĕ Perenospora viticola кăмпи çапать.

Чир аташни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕтĕм эрехтăвакансемшĕн Милдью чирĕ хура инкек пе сиксе тухнă: ăна 1878 çулта Планшот ботаник Кăнтăр Францире тупса тĕпченĕ. Виççĕ çул иртсен Милдью питĕ хăвăрт анлăн сарăлма тытăнать: 1881 çулта Испанире, Германире, Кавказра, Крым çурутравĕнче те Милдью иçĕм лаптăксене çапса илет.

Милдью чи малтан ешĕл çулçисем çинче аталанать. Милдью кăмпи çулçи ăшĕнче аталанать. Тула тухнă çӳç-тымарсем папăк пек курăнаççĕ. Кайран çулçисем типсе ӳкеççĕ.

Милдью чирне хирĕç çирĕп тăракан иçĕм сорчĕсем: Клинтон, Сира, Каберне совиньон.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]