Контент патне куҫ

Каберне совиньон

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Каберне совиньон
Каберне совиньон

Каберне совиньон (фр. Cabernet sauvignon)- паллă хĕрлĕ иçĕм сорчĕ. Тăван çĕрĕ - Медок тата Грав тăрăхсем (Бордо енĕ, Франци).

Урăх ятсем: видур ( лат.-vigne dur- "хытă чĕрĕ хулă" ), буше е бушет.

Каберне совиньон каярах чечекленет, ăна ирхи тăм илмест. Каберне совиньон сивве тӳсекен сорт, анчах та унăн çырлисем каярах пиçеççĕ. Çавăнпа çак сорт валли ăшă тата типĕ кĕркунне кирлĕ. Питĕ хулăм хупăллă çырласем пысăк иçĕм сапакине пуçтарăннă. Иçĕм çырли хуппинче нумай танинсем ( 4-5 % ) тата пигментсем. Каберне совиньон питĕ чĕрĕ сорт. Ку сортран тунă эрехсем 30-40 çул иртсен кĕленчере пулса çитет.

Тĕнчере каберне совиньон сорчĕ чи палли шутланать ( 614 800 га ). Эрехтăвакан кашни çĕр-шывра иçĕм тĕмин çак сорчĕ тымар янă:

Чаплă эрехсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
эрех ячĕтăрăхсорт пайĕ
Chateau Mouton-RothschildПойяк тăрăхĕ, Бордо енĕ, Франци77 %
Chateau LatourПойяк тăрăхĕ, Бордо енĕ, Франци75 %
Chateau MargauxМарго тăрăхĕ, Бордо енĕ, Франци75 %
Chateau Lafite-RothschildПăйяк тăрăхĕ,Бордо енĕ,Франци70 %
SassicaiaТоскана облаçĕ, Итали85 %
SolaiaТоскана облаçĕ, Итали75 %
LupicaiaТоскана облаçĕ, Итали90 %
OrnellaiaТоскана облаçĕ, Итали65 %
Screaming EagleНапа айлăмĕ, Калифорни штачĕ, АПШ100 %

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каберне уявĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2010 çулта американри эрехтăвакансем сорчĕн уявĕ никĕсленĕ - "Пĕтĕм тĕнчери Каберне Совиньон кунĕ" - авăн уйăхри иккĕмĕш кунра.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]