Минуслă хисеп
Курӑнакан калӑплав
Минуслă хисеп е негативлă хисеп — минуслă хисепсен йышĕн элеменчĕ; минуслă хисепсене, нуль пекех, натураллă хисепсен йышне анлăлатас шутпа математикăна кĕртнĕ. Çакăн тĕп тĕллевĕ кăларас операцие хушасси пекех тулли тăвасси пулнă.
Натураллă хисепсемпе çеç çырлахсан, пысăкрах хисепрен пĕчĕкреххине çеç кăларма пулать, пĕчĕкреххинчен пысăкраххине вара кăларма май çук: ăнланмалла, анчах пулма пултараймасть. Натураллă хисепсен çумне нуль тата минуслă хисепсене тăратсан çеç çакнашкал хĕсĕклĕх пĕтет. Асăннă туллилетнĕ йыша тулли хисепсен йышĕ теççĕ.
Чăннипе вара минуслă хисеп тенине чăн хисепсем енĕпе те сарма пулать. Комплекслă хисепсем енĕпе вара унашкал ăнлав çук.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Выгодский М. Я. Справочник по элементарной математике. — М.: АСТ, 2003. — ISBN 5-17-009554-6.
- Глейзер Г. И. История математики в школе. — М.: Просвещение, 1964. — 376 с.
- Панов В. Ф. Отрицательные числа // Математика древняя и юная. — Изд. 2-е, исправленное. — М.: МГТУ им. Баумана, 2006. — С. 398—401. — 648 с. — ISBN 5-7038-2890-2.