Контент патне куҫ

Тулли хисеп

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Алгебра пахалăхĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

хушни хутлани
Хупăнулăх: a + b   — тулли a × b   — тулли
ассоциативлăх: a + (b + c)  =  (a + b) + c a × (b × c)  =  (a × b) × c
коммутативлăх: a + b  =  b + a a × b  =  b × a
Нейтраллă элемент пурри: a + 0  =  a a × 1  =  a
Хирĕçлĕ элемент пурри: a + (−a)  =  0
хушни çине хутланин дистрибутивлăхĕ: a × (b + c)  =  (a × b) + (a × c)

Йышсен теорине тивĕçлĕ пахалăхĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

йĕрле йĕркеленĕ йыш, çӳлтипе аялти чиккисемшĕр. Йышри йĕркелĕх çакăн пек тытăнса тăрать:

… < −2 < −1 < 0 < 1 < 2 < …

Тулли хисеп плюслă, эхер те вăл нульрен пысăк; минуслă — нульрен пĕчĕк пулсан. Нуль плюслă е минуслă хисеп мар. Тулли хисепсемшĕн çакăн пек çыхăнусем пур:

  1. a < b тата c < d пулсан: a + c < b + d.
  2. a < b тата 0 < c пулсан: ac < bc. (Çакăнтан тӳрех тухать: эхер c < 0, вара пулать ac > bc.)

Тулли хисепсем шутлав техникинче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тулли тĕслĕ хисеппрограммăламалли чĕлхесенче хыпарсене çырмалли тĕп тĕсĕсенчен пĕри. Çапах та çак «тулли хисепсем» — математикăри классне ăсра кăтартни çеç (иммитаци), мĕншĕн тесен нумайлăх вĕçĕмсĕр те яланах çак компьютер астăвĕнче упранайман тулли хисеп тупăнать. Хыпарсен тулли тĕсĕсем ахаль битсен хытарса çирĕплетнĕ пуçтарăвĕ кăтартать, анчах та кирек епле çырса пырсан та, упрама (хытă лаптак çаврашка çинче) пушă вырăн юлмасть. Тепĕр енчен, цифрăллă компьютерсен теориллĕ моделĕсен уçлăхĕсен вĕçĕмĕ çук, çапах та шутлă хисеплĕ.

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Выгодский М. Я. Справочник по элементарной математике. — М.: Наука, 1978.
  • Зайцев В. В., Рыжков В. В., Сканави М. И. Элементарная математика. Повторительный курс. — Издание третье, стереотипное. — М.: Наука, 1976.
  • Клейн Ф. Элементарная математика с точки зрения высшей. — М.: Наука, 1987. — Т. I. Арифметика. Алгебра. Анализ.
  • Нечаев В. И. Числовые системы. — М.: Просвещение, 1975.
  • Энциклопедия элементарной математики (в 5 томах). — М.: Физматгиз, 1951. — Т. 1.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]