Мирошниченко Ирина Петровна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мирошниченко хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Ирина Мирошниченко
Ӳкерчĕк
Çуралнă чухнехи ят: Ирина Петровна Вайнштейн
Çуралнă вăхăт: 1942, утă, 24
Çуралнă вырăн: Барнаул, РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 2023, çурла, 3
Вилнĕ вырăн: Мускав, РФ
Професси: XX, XXI ĕмĕрсенчи совет/раççей театр/кино актриси, юрăçи
Гражданлăх: ССРП
РФ
Хастар çулсем: 1959—2023
Театр: Горький ячĕллĕ ССРП МӲАТ
Чехов ячĕллĕ МӲТ
Чыславсемпе парнесем:
«Тăван Çĕршыв умĕңчи тава тивĕçлĕхĕн» III степеньлĕ орденĕ «Тăван Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕхĕн» IV степеньлĕ орденĕ
Хисеп орденĕ — 1998 Туслăх орденĕ — 2015
«Хисеп Палли» орденĕ — 1971
РСФСР халăх артисчĕ— 1988 РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ — 1976
Официаллă сайт

Ири́на Петро́вна Мирошниче́нко (24.7.1942 — 3.8.2023)— совет/раççей актриси, юрăç, педагог; РСФСР халăх артисчĕ (1988).

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1942 çулхи утăн 24-мĕшĕнче Барнаул хулинче çуралнă (унта Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче унăн ашшĕне, Пётр Исаевич Вайнштейн кĕçĕн политрука [1] Мускавран Çĕпĕрти вăрçă тăрăхĕнчи 22-мĕш запасри перевçĕсен полкĕпе янă пулнă)[2].

1944 çулта амăшĕпе пĕрле Мускава таврăннă (ашшĕне Çĕпĕрти вăрçă тăрăхĕн штабне куçарнă), вăл 1945 çулхи çурла уйăхĕнче кăна демобилизаци хыççăн килйышне килнĕ).

6 çул тултарсан 8 çула çитиччен Гнесинсен училищинче сĕрме купăс çинче выляма хăнăхнă. Шкула çуренĕ чухнех, Ленин комсомолĕн театрĕ çумĕнчи студире вĕреннĕ. Унта хăйĕнчен вунă çул аслăрах Михаил Шатров драматургпа паллашнă. 1960 çулта вĕсем мăшăрланнă[3].


Чирлесе вилни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ирина Мирошниченко çуралнă кунне ирттернĕ чухне — 2023 çулхи утăн 24-мĕшĕнче — хăйне япăх туйма пуçланă. Темиçе кун актриса килтех сипленнĕ, температура 40 градуса çити хăпарсан кăна, тухтăрсене чĕннĕ.

Çурлан 1-мĕшĕнче актрисăна медикаментсем парса ыйхăна путарнă. Актриса чĕри чарăнса ларнă, çапах та реаниматологсем тепĕр хутчен ăна чĕртсе янă. Йывăр инфекци вĕрĕлсе кайнипе сепсис шокĕ пулса иртнĕ, пур органсен çитейменлĕхĕн симптомĕсем капланса килнĕ[4]. 2023 çулхи çурлан 3-мĕшĕнче ирпе Мускав пульницинче, тăна кĕмесĕрех хăйĕн 82-мĕш çулĕнче вилсе кайнă[5].

Пултарулăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Театрти ролĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ленком студийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

МӲАТ студи-шкулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

МӲАТ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фильмографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сасă çырни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вокал[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Документалистика фильмĕсем тата телеярăмĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Ирина Мирошниченко. „Встречи на Моховой“» («Пятый канал», 2010)[6]
  • «Ирина Мирошниченко. „Откровения“» («Первый канал», 2011)[7]
  • «Ирина Мирошниченко. „Я знаю, что такое любовь“» («Первый канал», 2017)[8][9]


Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]