Митта Пётр Егорович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Митта Петĕрĕ
Çуралнă чухнехи ят: Митта Пётр Егорович
Çуралнă вăхăт: 1910, кăрлач, 12
Çуралнă вырăн: Аслă Арапуç ялĕ, (халĕ Патăрьел районĕ, Чăваш Республики), РСФСР
Вилнĕ вăхăт: 1944
Вилнĕ вырăн: тĕрмере, РСФСР, ССРП
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи тата сăвăçĕ
Пултарулăх çулĕсем: 1975 - 2014
Жанр: повеç, роман, калав, поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Митта хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Митта Петĕрĕ (Митта Пётр Егорович, 12.1.1910, Аслă Арапуç ялĕ, Чĕмпĕр кĕпĕрни Раççей империйĕ — 1944, тĕрме) — чăваш çыравçи, драматургĕ. ССРП ÇП пайташĕ (1939)[1][2].

Митта Ваçлейĕн шăллĕ.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1910 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралнă. 1926 çулта ялти шкула пĕтернĕ хыççăн Патăрьелĕнчи педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ. Анчах унта вĕренсе пĕтереймен — ял çыннисем ăна колхоза ертсе пыма суйланă. 1931-1932 çулсенче Патăръел район хаçачĕн яваплă секретарĕ пулса ĕçленĕ. 1932-1934 çулсенче чикĕ хуралĕнче тăнă. Çартан таврăнсан «Канаш» хаçат редакцинче тăрăшнă, каярахпа Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

Унăн пурнăçĕ 1944 çулта тĕрмере татăлнă. 1955 çулта таса ятне тавăрнă.

Килйыш[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Митта Яков Егорович, — чăваш сăвăçи. Миттасен кил-йышĕнче 1917 çулта Аслă Арапуç ялĕнче çуралнă. 6 класа çитсен чирлесе вилнĕ. Сăвăсем çырнă. А. Давыдов-Анатрипе пĕрле вĕреннĕ.

Пултарулăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кулăш калавĕсемпе фельетонсене хайланă, поэзири ĕçсене куçарнă. Кĕске пурнăçĕнче республикăри пичет кăларăмĕсенче пичетленнĕ, сăмахран, «Капкăн» журналра 100 ытла юмор хайлавĕсене публикациленĕ. Çыравçăн литературăри еткерлĕхĕнче граждан вăрçи тема чылай вырăн йышăнать. Митта Петĕрĕ тăван çĕрĕнче пулнисене тĕпе хурса «Крепков» повеçе çырнă. «Çĕнĕ çĕр» романа вĕçлеймен, унти хăшпĕр пайĕсене 1959 ç. «Суйласа илнисем» кĕнекере пичетленĕ.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Унăн кĕнекисем: «Ял калаçать» (1933, 1981), «Асран кайми кунсем» (1936), «Вĕçевçĕ Уçăп» (1940), «Суйласа илнисем» (1959).

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Давыдов-Анатри, В. И. Митта в моей памяти : повесть-восп. / В. И. Давыдов-Анатри ; [пер. с чув. И. Митта]. – Чебоксары : [б. и.], 2003. – 56 с.
  • Айăпсăр синкер курнисем : Митта Петĕрĕ / П. Ялкир пухса хатĕрленĕ // Ялав. – 1989. – № 4. – С. 17.
  • Аршуткин, Н. «Мĕн чухлĕ çутă ĕмĕт сая кайрĕ» / Н. Аршуткин // Хыпар. – 2005. – 28 раштав.
  • Волков, Н. Митта Петĕрне асăнса – уяв / Н. Волков // Авангард (Патăрьел р-нĕ). – 2000. – 19 кăрлач.
  • Илпек, М. Митта Петĕрĕ / М. Илпек // Тăван Атăл. – 1980. – № 1. – С. 79-80.
  • Киргизова, К. «Ҫавра ҫилӗ ҫитсе ҫаврӑнсан...» / К. Киргизова // Тӑван Атӑл. – 2010. – № 1. – Прил.: с. 57-58. – (Сунтал).
  • Макаров, В. Миттасем / В. Макаров // Авангард (Патăрьел р-нĕ). – 1996. – 2 утă.
  • Митта Петĕрĕ // Ялав. – 1970. – № 1. – С. 22.
  • Петрова, М. Кулӑшла калавсемпе фельетонсен авторӗ / М. Петрова // Канаш (Чӗмпӗр обл.). – 2010. – 21 кӑрлач (№ 3). – С. 8.
  • Юман, А. «Апатланӗ пулӑ коммунистсемпе» / А. Юман // Тӑван Атӑл. – 2010. – № 9. – С. 71-72.
  • Юман, А. Митта Петӗрне : [сӑвӑ] / А. Юман // Канаш : (Ульяновск облаҫӗ). - 2010. – 27 ҫу (№ 21). – С. 6.
  • Ялгир, П. Миттасем / П. Ялгир // Хыпар. – 2000. – 12 юпа.
  • Ялгир, П. Айăпсăр синкер курнисем / П. Ялгир // Хыпар. – 2003. – 20 çĕртме.
  • Афанасьев, П. Митта Петр Егорович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 273-274.
  • Крысин, П. «Крестный отец первого фельетона» / П. Крысин // Совет. Чувашия. – 2000. – 1 февр.
  • Митта, И. «Приговор отменить за недоказанностью обвинения» / И. Митта // Совет. Чувашия. – 2000. – 19 янв.
  • Митта Петр Егорович – Митта Петĕрĕ // Батыревская энциклопедия. – Чебоксары, 2005. – С. 142-143.
  • Митта Петр Егорович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 268.
  • Митта Петр Егорович (1910-1944) // В трагические годы : репрессированные чувашские писатели, журналисты и ученые = Синкерлӗ ҫулсенче : репрессие лекнӗ чӑваш писателӗсем, журналисчӗсем тата ӑсчахӗсем. – Чебоксары, 2013. – С. 167-171.
  • Тимуков, А. Н. Митта Петр Егорович / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 271.
  • Тимуков, А. Н. Митта Петр Егорович / А. Н. Тимуков, И. В. Митта // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 103.
  • Ялгир, П. Митта Петр Егорович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 70.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]