Контент патне куҫ

Михаил Мокшанов

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Михаил Мокшанов
Çуралнă чухнехи ят: Михаил Фёдорович Мокшанов
Çуралнă вăхăт: 1959, чӳк, 2
Çуралнă вырăн: Хорнуй ялĕ, Муркаш районĕ, Чăваш АССР, ССРП
Професси: опера артисчĕ
Гражданлăх:
Хастар çулсем: 1991 - х.в
Театр: Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ
Рольсем: Король Рене, Гремин, Сурин, Бартоло, Малюта, Спарафучильо, Зупан
Спектакльсем: "Иоланта", "Евгений Онегин", "Пиковая дама", "Севильский цирюльник", "Царская невеста", "Риголетто", "Цыганский барон"
Чыславсемпе парнесем: Чăваш Республикин халăх артисчĕ (2023), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ

Михаил Фёдорович Мокшанов (2.11.1959, Хорнуй, Муркаш районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП çур.) - опера юрăçи, бас, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ (2000)[1][2]

1959 çулхи чӳкĕн 2-мĕшĕнче Чăваш АССР йышне кĕрекен Муркаш районĕнчи Хорнуй ялĕнче çуралнă.

Сарăтури Л. Собинов ячĕллĕ патшалăх консерваторинче вĕренсе тухнă.

1991 çултанпа - Чăваш патшалăх оперăпа балет театăрĕн солисчĕ.

Пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Артист репертуарĕнче — Король Рене ("Иоланта"), Гремин ("Евгений Онегин"), Сурин ("Пиковая дама"), Бартоло ("Севильский цирюльник"), Малюта ("Царская невеста"), Спарафучильо ("Риголетто"), Зупан ("Цыганский барон") тата ыттисем те.

  • Моисеев, Г. Ырӑ чунлӑ, пысӑк чӗреллӗ ҫын / Г. Моисеев // Ҫӗнтерӳ ялавӗ (Муркаш районӗ). — 2023. — 3 пуш/март (№ 8). — С. 6 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Эсекел, Г. Анлӑ ҫул / Г. Эсекел // Ялав. — 1999. — № 2. — С. 88-89.
  • Эсекел, Г. Хӑйӗн хушаматне курсан савӑннӑ / Г. Эсекел // Хыпар. — 2019. — 11 кӑрлач. — С. 11.
  • Заломнов, П. Д. Мокшанов Михаил Федорович / П. Д. Заломнов // Чувашский государственный театр оперы и балета и ведущие мастера его сцены. — Чебоксары, 2002. — С. 93.
  • Мокшанов Михаил Федорович // Моргаушский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2002. — С. 88.
  • Мокшанов Михаил Федорович // Энциклопедия Моргаушского района. — Чебоксары, 2020. — С. 240-241.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]