Морква (юханшыв)
Курӑнакан калӑплав
Морква — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Уста шывĕн сылтăм юппи.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юханшыв çăлкуçĕ Нефтелес ятлă пушă ялтан тăватă çухрăм çурçĕр-хĕвеланăçнелле, вăрманта вырнаçнă. Малтан кăнтăралла юхать, Кĕçĕн Орлиха ятлă пушă ял патне çывхараспа кăнтăр-хĕвелтухăçнелле пăрăнать те çапла юхса Заливная Усадьба ял çывăхĕнче Уста шывĕпе пĕрлешет.
Морква юпписен шучĕ вуннă ытла, пысăккисем çук. Палашинăпа Мăн Орлиха ялсенче пĕвеленĕ.
Юханшыв тăрăхĕнче çак ялсем вырнаçнă: Нефтелес (пушă ял), Кĕçĕн Непряхино, Палашино, Мăн Непряхино, Кĕçĕн Орлиха (пушă ял), Ляпнино (пушă ял), Мăн Орлиха, Спиридоново, Кĕçĕн Терсен, Мăн Терсен, Веденино, Холкино, Заливная Усадьба.