Мустаев Олег Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мустаев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Мустаев Олег Николаевич
Мустаев Олег Николаевич
Ĕçлев тĕсĕ: Журналист, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, «Еткер» фондăн президенчĕ
Çуралнă вăхăт: 1965
Çуралнă вырăн: Чăваш республики, Елчĕк районĕ, Çĕнĕ Эйпеç ялĕ
Гражданлăх: СССР, Раççей Федерацийĕ
Вилнĕ вăхăт: 2022
Вилнĕ вырăн: Чĕмпĕр хули
Ашшĕ: Николай
Арăм: Елена
Ачасем: Силиса Олеговна

Мустаев Олег Николаевич (1965-14.03.2022) — тележурналист (1989-мĕш çултанпа[1]), радиожурналист[2], Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ (2017-2022), «Еткер» фондăн президенчĕ (1992-мĕш çултанпа). Чăваш республикин культура тава тивĕçле ĕçлевçи. Ульяновск облаçĕнчи «Волга» ГТРКн наци программисен тĕп редакторĕ (2003-мĕш çултанпа), «Наш век» телерадиокомпанин Чĕмпĕрти наци программисен тĕп редакторĕ (2007-мĕш çултанпа). Чĕмпĕрти Чăваш наци-культура автономийĕн ертÿçи (2016-мĕш çултанпа).

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мустаев Олег Николаевич 1965-мĕш çулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче ҫуралса уснĕ. И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Вара Чĕмпĕрте ĕçлеме пуçланă.

Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чĕмпĕрте И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн (Шупашкар) консультаци пунктне уçассине пуçарса янă.

Чăмпĕрте чăваш чиркĕвне уçассине пуçаракансенчен пĕри те вăлах.

Вилĕм[тӳрлет | кодне тӳрлет]

СМИ пĕлтерни[3]:

Паян Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш автономийӗн пуҫлӑхӗн Олег Мустаевӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Вӑл мӑшӑрӗн Еленӑн куҫӗ умӗнчех вилнӗ.

«Кӑнтӑрла иртни 1 сехетсенче аттепе анне килтеччӗ. Атте ӑнсӑртран тӑнне ҫухатрӗ. Анне васкавлӑ медпулӑшу чӗнчӗ, ӑна хӑй искусствӗннӑй май сывлаттарма тытӑнчӗ. Тухтӑрсем 10 минутран ҫитрӗҫ, анчах аттене ҫӑлса хӑвараймарӗҫ», — каласа кӑтартнӑ Олег Мустаевӑн хӗрӗ Силиса.

Кăсăклă фактсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мустаев Олег Николаевич купăс калама ăста пулнă[4].

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăнмалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Пысӑк ҫухату : [Муллин Петр Николаевич]: [некролог] // Хыпар. - 2007. - 6 пуш

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]