Мэн утравĕ
Мэн утравĕ (акăлч. The Isle of Man, мэн Ellan Vannin) — Пĕрлĕхлĕ Патшалăхĕн патшин çĕрĕсем.
Географи[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Утрав Ирланди тинĕсĕнче вырнаçнă, Англирен, Ирландирен, Шотландирен тата Уэльсран пĕр тан. Лаптăкĕ — 572 тв. çм. Мэн утравĕн Çĕр çинчи чи ватă парламентсенчен пĕри (Tynwald) — вăл 979 çултанпах ĕçлет. Мэн Аслă Британи шутне кĕмест, Европа Ушкăнне те хутшăнмасть. Утрав тĕнчере налуксемсĕр çĕр пирки паллă пулать. Мэн утравĕн символĕ — трискелион (виçкелион), пĕр тĕлтрен тухакан виçĕ чупакан урасем. Виçкелион тăплăха палартать, çакна утравĕн чанăвĕнче (девизĕнче) те кăтартнă. Татах ăна Ялавĕ тата Гербĕ çине хăпартнă.
Халăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
2001 çулхи шутлавĕпе, Мэн утравĕнче 76 315 çын пурăнать, вĕсенчен 25 347 тĕп хулинче — Дугласра. Халăх-çын тăвăрлăхĕ — 133 çын/тв. çм.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- isleofman.com The Isle of Man online.
- Isle of Man Guide An extensive guide to the Isle of Man
- Manx Government A comprehensive site covering many aspects of Manx life from fishing to financial regulation
- Information about Port of Douglas
- CIA World Factbook Архивленĕ 26 Раштав уйӑхӗн 2018 çулта. listing for the Isle of Man
- Manx Scenes.com Extensive photographic library.
- Isle of Man Tour 360 degree pictures of the Isle of Man.
- Manxviews Архивленĕ 4 Пуш уйӑхӗн 2008 çулта. Over 1300 Manx images.