Мясникова Варвара Сергеевна
| Варвара Мясникова | |
| | |
| Çуралнă вăхăт | 22 авăнăн (5 юпан) 1900 |
|---|---|
| Çуралнă вырăн | |
| Вилнĕ вăхăт | 1978 çулхи ака, 22-мĕшĕ[1] (77 çул) |
| Вилнĕ вырăн | |
| Гражданлăх |
|
| Професси | совет актриси |
| Карьера | 1928—1959 |
| Чыславсемпе парнесем | |
| IMDb | ID 0616576 |
Варва́ра Серге́евна Мяснико́ва (1900, юпа, 5, Санкт-Петербург, — ака, 25, 1978, Мускав) — совет театрпа кино актриси, РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1935).
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Варвара Сергеевна Мясникова 1900 çулхи авăнăн 22-мĕшĕнче (юпа, 5) Петербургра çуралнă. Ашшĕ шанăçлав агенчĕ пулса ĕçленĕ, амăшĕ килти хуçалăха тытса пынă. Пиччĕшĕ, Алексей, ача чухне сӳретлĕ ӳнере юратнă, çитĕнсен ӳкерçĕ-профессионал пулса танă та вăрçăччен Эрмитажра ĕçленĕ (1942 çулта блокадăри Ленинградра амăшĕпе пĕрле вилнĕ).
Хĕрарăм гимназинче вĕренсе тухсан (1918) Çутĕçкомĕнче инструктор-оператор пулса ĕçленĕ. 1922 çулта Чĕрĕ сăмахăн институтĕнче пĕлӳ илнĕ, çакăн хыççăн ӳнерлĕ калаçу ăсталăхне Ĕçлекен çамрăксен шкулĕнче вĕрентнĕ. 1922—1925 — çулсенче Эксперименталлă театрăн, кайран — Ленинградри М. Горький ячĕллĕ драма мăн театрăн актриси, 1928 çултанпа — «Ленфильм» киностудин тата урăх студисен актриси.
1927 çултанпа кинематографпа çыхăннă. 1949 — 1959 çулсенче Киноактёр студи-театрĕнче тата Мосфильм киностудинче ĕçленĕ.
Aктрисăна Серафим çăвинче (Санкт-Петербург) пытарнă[2].
Пайăр пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Упăшка (1934-1847) — Сергей Васильев режиссёр.
- Хĕрĕ — Варвара.
Фильмографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1928 — Инженер Елагин
- 1928 — Парижский сапожник
- 1929 — Человек с портфелем
- 1930 — Лягавый
- 1930 — Спящая красавица — Вера, революционерка
- 1932 — Личное дело — Анна Штукова
- 1932 — Три солдата — Варя, работник ревкома
- 1934 — Чапаев — Анка-пулемётчица
- 1937 — Волочаевские дни — Маша
- 1942 — Оборона Царицына — Катя Давыдова
- 1947 — Золушка — Фея
- 1949 — У них есть Родина — женщина на аэродроме
- 1957 — Крутые ступени — мать Евгения Нарежного
- 1958 — Капитанская дочка — мать Гринёва
- 1959 — Му-му — Любимовна
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ http://a-tremasov.ru/myasnikova-varvara-sergeevna
- ↑ Леонид Парфёнов Фея – пулемётчица. От «Чапаева» к «Золушке».. НАМЕДНИ (2013-16-02). çăлкуçран архивланă 2013-16-02. Тĕрĕсленĕ 5 Кӑрлач уйӑхӗн 2015.
| Ку актёр е актриса пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Юпан 5-мĕшĕнче çуралнисем
- 1900 çулта çуралнисем
- Раççей империнче çуралнисем
- Акан 22-мĕшĕнче вилнисем
- 1978 çулта вилнисем
- Википеди:ВикиДатăри çăлкуçлă статьясем
- Мускавра вилнисем
- «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе чысланисем
- РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Серафим çăвинче пытарнисем
- Акан 25-мĕшĕнче вилнисем
- Актрисăсем, алфавитпа