Контент патне куҫ

Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Нестер Янкас ячĕллĕ преми — чӑваш культурипе ӳнерне, литературипе чӗлхине аталантарас, культурӑпа истори палӑкӗсене упрас, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел ăс-тăн парас, уйрӑм ҫынсен пултарулӑхне аталантарас, наци культурин ҫитӗнӗвӗсене халӑх хушшине сарас енпе хавхалантарас ĕçшĕн палăртакан тивĕçтерӳ.

Поэтӑмӑрӑн сӑваплӑ ячӗ яланах ентешсен чӗринче упранать. Районта 1989 çулта Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен пӗрлешӳ йӗркеленӗ. Н.Янкас ячӗпе хисепленекен премипе 1990 ҫултан пуҫласа чысланӑ. Н.Янкас ячӗпе хисепленекен преми тӗллевӗ ҫакӑн пек — Нестер Янкас ячӗллӗ премин те пӗлтерӗшӗ пысӑк. Паян вӑл литературӑпа ӳнерте вуншар ӗҫчене чыспа хисеп кӳрсе тӑрать.

Илья Романович СТЕПАНОВ композитор. Чӑваш композиторӗсен Ассоциацийӗн членӗ: ЧР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ – ЧР музыка обществин тава тивӗҫлӗ деятелӗ. Районти культурӑпа искусствӑна аталантарас енӗпе уйрӑмах палӑрнӑшӑн: творчествӑри ҫитӗнӳсемшӗн: 1990 ҫулта ҫырнӑ юрӑсемшӗн тивӗҫнӗ.Михаил Тимофеевич ТИМОФЕЕВ (Шетмӗ Михали) сӑвӑҫ. Районти культурӑпа искусствӑна аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: 1990 ҫулхи ҫӗнӗ сӑвӑсен ярӑмӗшӗн тивӗҫнӗ.

Николай Витальевич КРИВОШЕЕВ художник. Районти культурӑпа искусствӑна аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: «Аслашшӗсен ҫӗрӗ»: «Хӗвел тата ҫынсем» триптих: «Юрату» графика ярӑмӗшӗн. Н.Янкас пӗрлӗхӗн эмблемине туса хатӗрленӗшӗ(1990).

Яманакри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи художество пултарулӑх ушкӑнӗӗ Халӑх пултарулӑхӗн пӗтӗм союзри 3 фестивалӗн лауреачӗ (илемлӗх ертӳҫи ЧР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Алексеев). Районти культурӑпа исскуствӑна аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: чӑваш халӑх ырӑ йӑли-йӗркине ҫирӗплетес: наци культурине аталантарас ӗҫре тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн тивӗҫн (1990).

Юрий Васильевич ШЕПИЛОВ композитор. Чӑваш композиторӗсен Ассоциацийӗн членӗ: районти музыка пӗрлӗхӗн ертӳҫи. ЧР музыка обществин тава тивӗҫлӗ деятелӗ. Районти культурӑпа искусствӑна аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: 1991 ҫулта ҫырнӑ юрӑсемшӗн тивӗҫнӗ. Леонид Илларионович АНТОНОВ сӑвӑҫ. РФ писателӗсен союзӗн членӗ: ЧР ял хуҫалӑх тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Районти культурӑпа искусствӑна аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн «Чун туртӑмӗ – йӑмраллӑ Трак» хушма кӑларӑмӗнче сӑвӑсен ярӑмӗшӗн тивӗҫнӗ (1991).

Станислав Николаевич Михайлов (ЮХТАР) художник. Республикӑри ҫамрӑксен Çеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ: Раҫҫей тата Чӑваш художникӗсен Союзӗн членӗ. Районти культурӑпа искусствӑна аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: «Аслӑ Атӑл» выставкӑна хутшӑнса хӑйӗн ӗҫӗсене тӑратнӑшӑн: ЧР Гербне туса хатӗрлес енӗпе ирттернӗ конкурсра хутшӑнса 2-мӗш вырӑн йышӑннӑшӑн тивӗҫнӗ (1991).

Магистраллӗ Газопроводсен Заволжскинчи линипе производство управленийӗн клубӗ ҫумӗнчи «ВИРЬЯЛ» ансамбль (илемлӗх ертӳҫи М.В.Дмитриев композитор). Районти культурӑпа искусствӑна аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн. 1991 ҫулта хамӑр тӑрӑхри композиторсемпе поэтсен сӑввисене пропагандӑлас тӗлӗшпе лайӑх ӗҫленӗшӗн тивӗҫнӗ (1991).

Пикшикри халӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ (илемлӗх ертӳҫи ЧР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ: Чӑваш композиторӗсен Ассоциацийӗн членӗ Николай Карлин). Районти культурӑпа искусствӑна аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: уйрӑм ҫинсен тата халӑх пултарулӑхне аталантарас: Чӑваш юрри – кӗввине сарас енӗпе уйрӑмах палӑрнӑшӑн: 1991 ҫулта Республикӑри тӗрлӗ хуласемпе ялсенче лартнӑ концертсемшӗн. (1991).

Николай Гаврилович ЕРШОВ сӑвӑҫ. Районти культурӑпа искусствӑна аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: 1992 ҫулта «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра тухнӑ «Пӑрнӑҫ сӑпки» кӗнекешӗн тивӗҫнӗ.

Николай Андреевич Андреев художник. РФ тата ЧР шкулӗсен тава тивӗҫлӗ учителӗ. Районти культурӑпа искусствӑна аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: «Ял кӗввисем» сериллӗ пейзажсен ӳкерчӗкӗсемшӗн (1992).

Николай Сергеевич КАРЛИН композитор. ЧР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Чӑваш композиторӗсен Ассоциацийӗн членӗ. Районти культурӑпа искусствӑна аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: 1992 ҫулта ҫырнӑ юрӑсемшӗн тивӗҫнӗ. Чӑвашт композиторӗсен Ассоциацийӗн членӗ. Уйрӑм ҫынсен тата халӑх пултарулӑхне аталантарас: чӑваш юрри-кӗввине сарас енӗпе уйрӑмах палӑрнӑшӑн. 1991-мӗш ҫулта республикӑри тӗрлӗ хуласемпе ялсенче лартнӑ концертсемшӗн (1992).

Георгий Леонидович Ефимов (Тусли): ҫыравҫӑ: РФ журналистсен Союзӗн членӗ. Районти культурӑпа искусствӑна аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн. 1993-мӗш ҫулта «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра пичетленнӗ «Ялти ӗҫченсем ватӑсем ҫинчен»: «Ялти ӳкерчӗксем» рубрикӑпа ҫырнӑ тӗрленчӗксемпе очерксемшӗн тивӗҫнӗ (1993).

Лев Григорьевич Григорьев: юрӑҫ - районти культурӑпа искусствӑна аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: чӑваш юррисене халӑх хушшине сарас тӗлӗшпе хастар вӑй хунӑшӑн тивӗҫнӗ (1993).Алманчри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи халӑх инструменчӗсен ансамблӗ (илемлӗх ертӳҫи – Н.Никоноров). Районти культурӑпа искусствӑна аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: чӑваш наци ӑс-хакӑл пуянлӑхне халӑх хушшинче сарас енӗпе тунӑ ӳсӗмсемшӗн тивӗҫнӗ (1993).

Михаил Васильевич Дмитриев композитор. Районти культурӑпа искусствӑна аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: харпӑр хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композиторсен кӗввисене районти: республикӑри ӗҫ ҫыннисем хушшинче анлӑн сарнӑшӑн (1994).

Николай Филимонович Филимонов. 1993 ҫулта ҫырнӑ юрӑсемшӗн тата художествӑ пултарулӑх коллективӗсемпе нумай ҫул хушши ӗҫленӗшӗн. Районти культурӑпа искусствӑнна аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн (1994).

Трак чӑвашла-нимӗҫле гимназири вӗрентекенсен художество пултарулӑх коллективӗ (илемлӗх ертӳҫи чӑваш композиторсен Ассоциацийӗн членӗ Николай Филимонов композитор). Районти культурӑпа исскуствӑна аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн (1994).

Эдисон Иванович Патмар - ҫыравҫӑ. Районти культурӑпа искусствӑна аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: ашшӗн – И.Патмарӑн пуянлӑхне чӑваш халӑх сӑмахлӑхне йӗркелесе пичетлесе кӑларнӑшӑн тивӗҫнӗ (1994).

Юрий Семенович Семенов (Сементер) – республикӑри «Ялав» журналӑн тӗп редакторӗ: Чӑваш халӑх поэчӗ: ЧР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ: +еҫпӗл Мишши ячӗллӗ прми лауреачӗ. Районти культурӑпа искусствӑна аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: тӑван ен культурин чӗлхине аталантарас енӗпе сумлӑ тӳпе хывнӑшӑн: ку ӗҫӗ ентешсене анлӑн явӑҫтарнӑшӑн. (1995).Дмитрий Александрович Александров ҫыравҫӑ – ЧР писательсен Союзӗн членӗ. Районти культурӑпа искусствӑна аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: Алманч тӑрӑхӗн историне халӑх патне ҫитернӗшӗн тивӗҫнӗ (1995).

Мӑн Шетмӗри «Хӗвелӗм» ача садӗнчи художество пултарулӑх ушкӑнӗ (Илемлӗх ертӳҫи – ЧР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ: Чӑваш композиторӗсен Ассоциацин пайташӗ – Илья Романович Степанов композитор). Районти культурӑпа ӳнере аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн тата чӑваш юррисене халӑх хушшине сарас енӗпе тӗллевлӗ ӗҫлесе пынӑшӑн. (1995).

Леонид Николаевич Николаев журналист: ЧР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Районти культурӑпа ӳнере аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра пичетленнӗ очерксемпе новеллӑсемшӗн тата «Савӑнатпӑр та: мухтанатпӑр та васнарсемпе» кӗнекешӗн тивӗҫнӗ (1996). Николай Дмитриевич Димитриев (Карай) сӑвӑҫ. Районти культурӑпа ӳнере аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн тата ачасем: ҫитӗннисем валли ҫырнӑ сӑвӑсемпе калавсемшӗн: тулай чӑвашсем хушшинче тӑван литературӑна сарма тӑрӑшнӑшӑн (1996).

Осип Алексеевич Алексеев (ӑсан Уҫӑпӗ) прозаик – РФ ÇП пайташӗ, ЧР ЖП пайташӗ. Районти культурӑпа ӳнере аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: Шупашкарти ентешлӗх ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн: 1996-мӗш ҫулта пичетленнӗ «Чӑваш вӑрманӗ»: «ӑсан Уҫӑпӗ сунарҫӑ» кӗнекесемшӗн панӑ (1996).

  • Иван Афанасьевич ПРОКОПЬЕВ, журналист. ЧР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, РФ ЖП пайташĕ. Районти культурӑпа ӳнере аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: «Вӑйлисемпе хӑюллисен шкулӗ» кӗнекешӗн тивӗҫнӗ (1997).
  • Владимир Захарович КОНСТАНТИНОВ таврапӗлӳҫӗ. Районти культурӑпа ӳнере аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: «ӑс–хакӑл вучахӗ» кӗнекешӗн тивӗҫнӗ (1997).
  • Григорий Егорович ДУБРОВ юрӑҫ. ЧР музыка обществин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Районти культурӑпа ӳнере аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: «Юрӑ – кӗвӗ ҫӑмӑллӑн шӑрантӑр» ятлӑ концерт программишӗн тивӗҫнӗ (1997).
  • «Заволжски» клуб ҫумӗнчи ачасен «Кӑмӑлпи» фольклор ушкӑнӗ (илемлӗх ертӳҫи Зинаида Михайлова). Районти культурӑпа ӳнере аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, чӑваш наци культурин юрӑ – ташӑ ӑсталӑхне тӑван тӑрӑхра тата тулай чӑвашсем хушшинчи анлӑ ҫыхӑнусемшӗн тивӗҫнӗ (1997).

Николай Александрович ИВАНОВ ӳкерçĕ, скульптор. Районти культурӑпа ӳнере аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: «Красноармейски сали» картинӑшӑн: «Нестер Янкас» портретшӑн тата «Гурий Алексеев»: «Нестер Янкас» бюстсемшӗн тивӗҫнӗ (1998).

Зоя Николаевна СМИРНОВА юрӑҫ. ЧР мусăк пĕрлешĕвĕн тава тивӗҫлӗ ĕçченӗ. Районти культурӑпа ӳнере аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн. «Шетмӗпе Çавал кӗввисем» фестиваль ирттерме хастар хутшӑннӑшӑн тата 1998 ҫулта юрланӑ юрӑсемшӗн тивӗҫнӗ (1998).

Гурий Федорович АЛЕКСЕЕВ, композитор, ЧР композиторӗсен Ассоциацин пайташĕ. ЧР мусăк пĕрлешĕвĕн тава тивӗҫлӗ ĕçченĕ. Районти культурӑпа ӳнере аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: «Килтӗм тӑван патне» юрӑсен пуххишӗн (1998).

Константин Филиппович ШАЧКИН, РФ ÇП пайташӗ. Районти культурӑпа ӳнере аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра тӑван тӑрӑх: унӑн ҫыннисем: шкул: суту-илӳ ҫинчен ҫырнӑ хайлавсемшӗн тивӗҫнӗ. (1998).

Юмарт Геннадий Федорович, РФ ÇП пайташĕ, литература тӗпчевҫи. ЧР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Чӑваш патшалӑх премин лауреачӗ, Митта Ваҫлейӗн премин лауреачӗ. Районти культурӑпа ӳнере аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат ҫумӗнче пичетленнӗ «Тӑван кӗтес» сӑвӑ кӗнекишӗн тата Н.Янкас еткерлӗхнӗ пухас енӗпе тӑрӑшнӑшӑн (1998).

Леонтий Семенович СЕМЕНОВ сӑвӑҫ. Районти культурӑпа ӳнере аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: «Ялав» журналта пичетленнӗ сӑвӑсен ярӑмӗсемшӗн: «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат ҫумӗнче тухнӑ «Савнӑ Кушкӑ ен» юрӑсен кӗнекишӗн тивӗҫнӗ (1998).

Красноармейски культура ҫурчӗ ҫумӗнчи фольклор ушкӑнӗ (Ертӳҫи Николай Никоноров). Районти культурӑпа ӳнере аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн: халӑх юрри-ташшисене анлӑн сарнӑшӑн. 1998-мӗш ҫулхи концертсен программишӗн (1998).

Николай Михайлович Никоноров: композитор – чӑваш халӑх йӑли-йӗркине: юрри-кӗввине упраса хӑварас тӗллевпе фолькльор ушкӑнӗсене ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑшӑн тата Çеҫпӗл Мишши ҫинчен ҫырнӑ юрӑсен ярӑмӗшӗн. 1972-мӗш ҫулта +ӗньял-Чуракассинче ҫуралнӑ (1999).

Вячеслав Михайлович ФИЛИППОВ: художник – халӑх творчиствинче сӑнарлӑ искусствӑна аталантарас тӗлӗшпе хӑй ӳкернӗ картинӑсен выставкисене йӗркеленӗшӗн тата тӑван ене сӑнласа кӑтартакан произведенисемшӗн. Вӑл 1942 ҫулта Яманакра ҫуралнӑ: Шупашкарти «Дорисс» акционерлӑ пӗрлешӳре художник-оформитель пулса еҫлет. ӑна «Красное Сормово» хуҫалӑх правленийӗпе Яманак администрацийӗ сӗннӗ. (1999).

Александр Львович Никитин: юрӑҫ – шкул ачисем хушшинчи конкурссене тата районпа республика шайӗнче ирттерекен фестивальсене хутшӑнса пысӑк ӑсталӑх кӑтартнӑшӑн. (1999).

Виталий Михайлович Михайлов: таврапӗлӳҫӗ - ҫамрӑк ӑрӑва илемлӗ хайлавсем ҫырас ӗҫе хӑнӑхтарса пынӑшӑн тата наукӑпа тӗпчев ӗҫне явӑҫтарнӑшӑн: тӑван ен культури тата чӑваш сӑмахлӑхӗ енӗпе вӗрентӳ кӗнекисем пичетлесе кӑларнӑшӑн (1999).

Измаил Михайлович ГРИГОРЬЕВ – ИСЕМПЕКЕ: писателе – районӑн культура пурнӑҫне активлӑ хутшӑннӑшӑн: Шупашкарта пичетленсе тухнӑ илемлӗ хайлавӗсен кӗнекисемшӗн. Вӑл 1945 ҫулта Кӗҫӗн Чуллӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче ют ҫӗр-шыв литературин кафедра пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. ӑна Красноармейскисен Шупашкарти ентешлӗх правленийӗ сӗннӗ (1999).

Красноармейски культура ҫурчӗ ҫумӗнчи халӑх хорӗ – художествӑлла пултарулӑха ҫӳллӗ шая ҫӗклес енӗпе ырӑ тӗслӗх кӑтартнӑшӑн: тӗрлӗ халӑх юррисене илемлӗ юрланӑшӑн (илемлӗх ертӳҫи - Л.Н.Ильина: концертмейстерӗ – Г.Ф.Алексеев). Хор 1969-мӗш ҫулта йӗркеленнӗ (1999).

Лука Семенович Семенов – сӑвӑҫ. 2000 ҫулта ҫырнӑ сӑвӑсен ярӑмӗсемшӗн тата райхаҫат ҫумӗнче тухнӑ «Атте-анне пилленӗ ен» кӗнекешӗн. Вӑл 1920-мӗш ҫулта Васнар ялӗнче ҫуралнӑ. Красноармейски салинче пурӑнать.

Зоя Алексеевна Нестерова - прозаик. 2000 ҫулта ачасем валли ҫырнӑ калавсемпе юмахсем-шӗн тата «+илҫунат» журнал ҫумӗнче тухнӑ «Тӑватӑ асамҫӑ» кӗне-кешӗн тивӗҫнӗ. Вӑл 1925 ҫулта Анат Кушар ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарта пурӑнать.

Владимир Серафимович Серафимов – таврапӗлӳҫӗ. 2000 ҫулта район историне пухса «Трак ен» кӗнеке ҫырса кӑларас енӗпе хастарлӑх кӑтартнӑшӑн. Вӑл 1950 ҫулта Çӗнӗ Выҫҫӑлккă ялӗнче ҫуралнӑ.

Николай Петрович Петров – сӑвӑҫ. 2001 ҫулта «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра пичетленсе тухнӑ сӑвӑсен ярӑмӗсемшӗн тивӗҫнӗ. Вӑл 1953 ҫулта Четрик ялӗнче ҫуралнӑ: унтах пурӑнать.Валентина Васильевна Рудникова – сӑвӑҫ-юрӑҫ. 2001 ҫулта ҫырса кӑларнӑ «Юрату хӗлхемӗ»: «Юратсан» кӗнекесемшӗн тивӗҫнӗ. Вӑл 1941 ҫулта Çӗнӗ Выҫçӑлккӑ ялӗнче ҫуралнӑ.

Изосим Антонович Антонов - художник. 2001 ҫулта йывӑҫран илемлӗ эрешлесе ӑсталанӑ япаласен куравӗсемшӗн. Вӑл 1951 ҫулта Сурӑмхӗрри Карай ялӗнче ҫуралнӑ.Галина Григорьевна Яковлева – сӑвӑҫ-юрӑҫ. 2001 ҫулта кӑларнӑ «Шухӑшсем саркайӑк пулса вӗҫчӗр», «Пулаймарӑм саншӑн кӗлчечек» юрӑсен кӗнекисемшӗн тивӗҫнӗ. Вӑл 1962 ҫулта Кӳлҫырма ялӗнче ҫуралнӑ.Шывпуҫӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Кӑйкӑр» фольклор ансамблӗ. 2001 ҫулхи концертсен программисемшӗн тивӗҫнӗ.

Михаил Прохорович Прохоров – ҫыравҫӑ. Илемлӗ литературӑна аталантарас тӗлӗшпе ӳсӗмсем тунӑшӑн: ҫарпа патриотизм темине анлӑн ҫутатнӑшӑн тата 2002 ҫулта «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра пичетленнӗ «Вут-ҫулӑмра иртнӗ ҫамрӑклӑх» очерксен ярӑмӗшӗн тивӗҫнӗ. Вӑл 1924 ҫулта Тусай ялӗнче ҫуралнӑ.

Олег Васильевич Дмитриев – композитор. Музыка искусствине аталантарас тӗлӗшпе ӳсӗмсем тунӑшӑн: ку енӗпе ачасене воспитани парас тӗлӗшпе ӑсталӑх кӑтартнӑшӑн тата 2002 ҫулта ҫырнӑ юрӑсемшӗн тивӗҫнӗ. Вӑл 1960 ҫулта Вӑрманкас Чуракасси ялӗнче ҫуралнӑ. Супар ялӗнче пурӑнать.

Светлана Юрьевна Данилова – юрӑҫ. Музыка искусствине аталантарас тӗлӗшпе ӳсӗмсем тунӑшӑн: ку енӗпе ҫамрӑк ӑрӑва вӗрентес ӗҫре ӑнӑҫлӑ тӑрӑшнӑшӑн тата 2002 ҫулта юрланӑ юрӑсемшӗн тивӗҫнӗ. Вӑл 1967 ҫулта Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. Халӗ +еҫмер ялӗнче пурӑнать.

Красноармейскинчи культура ҫурчӗн ветерансен хорӗ (хормейстерӗ А.П. Алексеев). Халӑх пултарулӑхне аталантарас тӗлӗшпе ӳсӗмсем тунӑшӑн: сцена ҫинчи пысӑк ӑсталӑхшӑн тата 2002 ҫулхи концертсемшӗн тивӗҫнӗ. Вӑл 1997 ҫулта йӗркеленнӗ. Районти нумай уявсемпе фестивальсене хутшӑннӑшӑн тивӗҫнӗ.

Валентин Никандрович Никандров – композитор. 2002 ҫулта ҫырнӑ тата район хаҫатӗнче пичетленӗ юрӑсемшӗн. Вӑл 1924 ҫулта Енӗшкасси ялӗнче ҫуралнӑ.Янкасри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Янкас тӑхлачисем» фольклор ушкӑнӗ. 2002 ҫулхи концертсен программисемшӗн тивӗҫнӗ.

Михаил Николаевич Юхма - чӑваш халӑх писателӗ. Илемлӗ литературӑна аталантарас тӗлӗшпе ӳсӗмсем тунӑшӑн. Красноармейски районӗнчен тухнӑ ӗлӗкхи чаплӑ ҫар пуҫӗ – Искей Пайтулӗн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне тата пултарулӑх еткерне анлӑн ҫутатас тӗлӗшпе пысӑк вӑй хунӑшӑн.

Чатукассинчи кану ҫурчӗн фольклор ушкӑнӗ. Чӑваш халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварас тата унӑн юрри-ташшине анлӑрах сарас тӗлӗшпе ӑнӑҫлӑ тӑрӑшнӑшӑн: 2005 ҫулхи концертсен программисемшӗн.

Юрий Зиновьевич Борисов – журналист тата таврапӗлӳҫӗ. 2006 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ «Упи тӑрӑхӗ - ҫӗр-шыв мухтавӗ» ятлӑ историлле очерксен кӗнекишӗн. Вӑл 1961 ҫулта Упи ялӗнче ҫуралнӑ, Красноармейски салинче пурӑнать

Григорий Кириллович Кириллов - таврапĕлÿçĕ. Ăна халӑх ытларах Нестер Янкас шӑллӗ пулнипе пӗлет. Синкер самана серепине лексе, айӑпсăр айӑпланнӑ поэтӑн таса ятне тавӑрас тӗлӗшпе нумай тӑрӑшнӑ. Унӑн еткерлӗхне сыхласа хӑварассишӗн тимленӗ. Унпа ҫыхӑннӑ мӗн пур документсене, сӑн ÿкерчӗксене, ҫырусене, хаҫат-журналсенчен касса илнӗ материалсене пухас тӗлӗшпе куллен ӗҫленӗ. Нестер Янкаспа ҫыхӑну тытнӑ тата тӗрмере пӗрле пулнӑ ҫынсемпе тӗл пулнӑ, аса илусем илсе юлнӑ. "Асран кайми Нестер пичче", "3254-мӗш ӗҫ" аса илӳсен ярӑмӗсене ҫырса пичетленӗшĕн тивĕçнĕ.

Виктор Михайлович Данилов – журналистӗ РФ журналистсен Союзӗн членӗ. Районти культурӑпа искусствӑна аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн. 2008 ҫулта тӑван районӑн социаллӑ-экономикӑлла пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ публицистикӑлла матералсемшӗнӗ

Александр Васильевич Яковлев – журналистӗ ОАО «Доррис» фирмӑн нумай тиражлӑ «Механизатор» хаҫат редакторӗӗ РФ журналистсен Союзӗн членӗӗ Марк Аттай поэт, Виталий Петров юрӑҫ, Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ентешсен пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ, 2008 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑ «Три струны» («Виҫӗ хӗлӗх») кӗнекешӗн тивĕçнĕ.

Степанов Юрий Петрович (хушма ячĕ - Листопад) — пултаруллă журналист. Красноармейски районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче 1955 çулхи чӳкĕн 9-мĕшĕнче çуралнă. Красноармейскинчи вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра шкул пурнăçĕ çинчен «Ял пурнăçĕ» хаçатра малтанхи корреспонденцийĕсем пичетленнĕ. Вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн çара кайнă. Салтак тивĕçне пурнăçланă май çар округĕн хаçачĕпе çыхăну тытнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ, «Коммунизм ялавĕ» тата ытти хаçатсенче ĕçленĕ. Шупашкар район администрацийĕн "Тăван ен" хаçат редакторĕнче тимленĕ. Халĕ «Хыпар» хаçатри политикăпа право пайне ертсе пырать. Красноармейски район пурнăçне пичетре çутатнăшăн тата Трак енĕн пултаруллă çыннисем çинчен республика хаçатĕнче пичетленнĕ материалсемшĕн тивĕçнĕ.

Фёдоров Пимен Фёдорович – юрăç. Салари культурăпа кану центрĕ çумĕнчи ĕç ветеранĕсен халăх хорĕн солисчĕ. Районти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, 2009 çулта ĕç ветеранĕсен халăх хорĕн пултарулăхне хутшăнса юрăç ăсталăхĕпе палăрнăшăн тивĕçнĕ (2009).

  • В. А. Александров - скульптор. Марк Аттай поэтăн тата Нестер Янкас поэтăн бюсчĕсене тата Аслă Аттелĕх вăрçинче çапăçса пуç хунă ентешсене сума суса ăсталанă палăксемшĕн тивĕçнĕ.
  • Владимиров Клементий Владимирович – ÿнерçĕ, график, педагог. 2010 çулта ÿкернĕ сăрă ÿкерчĕксемшĕн тивĕçнĕ.
  • К.И.Васильева – çыравçă, педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Ку таранччен "Чее хĕвел”, "Тавах сана, ман ирĕк шухăш”, "Шан, ĕнен, юрат” ятлă сăвăсен пуххисем тухнă. Унсăр пуçне вăл "Юхăм” ятлă драма кружокне ертсе пырать. Лауреат ятне пама К.И.Васильевана райадминистрацин культура, спорт тата çамрăксен политикин пайĕ тăратнă.
  • Упи вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, алă ăсти, илемлĕ сăн ÿкерÿ маçтăрĕ И.П. Матвеев. Мĕн ачаран хăй сăн ÿкерчĕксем тума юратнăран, çак ăсталăха çур ĕмĕре яхăн туптаса пынă. Унăн ĕçĕсем районти тата республикăри куравсенче малти вырăнсене йышăннă. Лауреат ятне пама И.П.Матвеева районти "Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕпе Упири вăтам шкул коллективĕсем сĕннĕ.
  • Анатолий Иванович Скворцов публицист. Районти тата республикăри хаçатсенче хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе пичетленнĕ статьясемшĕн тивĕçнĕ. Преми илме ăна Чăваш Республикинчи "Красноармейски районĕнчи "Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ” автономлă учрежденийĕн коллективĕ тăратнă.
  • Николай Петрович Петров-Ишентей РФ ÇП пайташĕ. 2012 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă "Планетăпа чĕре” ятлă сăвăсен кĕнекишĕн. Премине илме ăна районти Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлешӳ правленийĕ тăратнă.
  • Анатолий Валентинович Валентинов тавра пĕлӳçĕ. 2013 çулта пичетлесе кăларнă «Волжская Булгария и деревня Бибарсово – Чадукасы» кĕнекешĕн. Лауреат ятне пама Чăваш Республикинчи Таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Трак енри уйрăмĕ тăратнă.
  • Александр Михайлович Иванов ÿнерçĕ Красноармейски районĕн символикин талисманне шухăшласа кăларнăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Красноармейски шкул коллективĕ тăратнă.
  • Упири Информаципе кану центрĕн пултарулăх ушкăнĕ (ертÿçи – Н.М. Никоноров). 2013 çулта «Упи ен» ушкăн тĕрлĕ ялта лартса панă концертсемшĕн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама ăна Упи ял тăрăхĕн администрацийĕ тăратнă.
  • Елена Антоновна Маркова таврапĕлÿçĕ, педагог. «Манăçми вăрçă çулĕсем» кĕнекешĕн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама ăна Карай ял тăрăхĕн администрацийĕ тăратнă.
  • Валерий Фадеевич Виноградов таврапĕлÿçĕ. Красноармейски район ентешĕн Зоя Петрова композиторăн юррисене пухса пичетленĕшĕн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕ тăратнă.
  • Чăваш халăх кĕввин "Хавал" пултарулăх ушкăнĕ (Ертÿçи - Никоноров Н.М.). 2014 çулта хатĕрленĕ концерт программисемшĕн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама райадминистрацин культура, спорт тата çамрăксен политикин пайĕ тăратнă.
  • Николай Семенович Семенов (Çемен Эреш) поэта 2015 çулта кун çути кăтартнă «Кĕр мăнтăрĕ» сăвă кĕнекишĕн. Лауреат ятне пама ЧР информации политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин «Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕ» автономлă учреждени коллективĕ тăратнă.
  • Геннадий Гурьевич Гурьев алă ăстине 2015 çулта декоративлă ӳнер ĕçĕсене хатĕрлесе тĕрлĕ шайри выставка-куравсене хастар хутшăннăшăн. Лауреат ятне пама Красноармейски районĕнчи «Централизациленĕ библиотека системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕ тăратнă.
  • Роза Трофимовна Деменцова журналиста 2015 çулта радио итлекенсем валли Красноармейски районĕн ĕçĕ-хĕлне çутатакан тата Трак енĕн пултаруллă ентешĕсем çинчен каласа паракан сюжетсем хатĕрленĕшĕн. Лауреат ятне пама Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх тăратнă.
  • Красноармейски культура çурчĕ çумĕнчи Халăх театрне (ертÿçи К.И. Васильева) 2015 çулта хатĕрлесе лартнă спектакльсемпе инсценировкăсемшĕн. Лауреат ятне пама Красноармейски районĕнчи «Централизациленĕ клуб системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕ тăратнă.
  • Кĕçĕн Шетмĕ кану центрне (менеджерĕ В.П. Петрова) 2015 хатĕрлесе лартнă концертсен тата пултарулăх каçĕсен программисемшĕн, ялти халăх пултарулăхне хастар аталантарнăшăн. Лауреат ятне пама Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн администрацийĕ тăратнă.