Патмар Эдисон Иванович
Эдисон Иванович Патмар | |
Çуралнă вăхăт: | 1955, ака, 11 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Яманак ялĕ, Трак ен районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП |
Гражданлăх: | Раççей Федерацийĕ |
Ĕçлев тĕсĕ: | сăвăç, прозăç, публицист |
Парнесем: | Нестĕр Янгас парни; Алексей Талвир парни |
Чыславсем: | Артур Беккерĕн ылтăн медалĕ, Артур Беркерĕн пăхăр медалĕ |
Эдисон Иванович Патмар (1955, ака, 11, Яманак ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш прозăçи, сăвăçи.
Раççей çыравçисем пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1997), пĕтĕм тĕнчери баталистсемпе маринистсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ. Нестĕр Янгас ячĕллĕ парне лауреачĕ. Алексей Талвир ячĕллĕ парне лауреачĕ. Артур Беккерăн ылтăн тата пăхăр медалĕсене илме тивĕçлĕ пулнă. Чăваш халăх академикĕ.
Совет Союзĕн тата ытти ют çĕршывсен 7 медальне тивĕçнĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш Енĕн Красноармейски районĕнчи Яманак ялĕнче 1955 çулхи ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче çуралнă.
Амăшĕ — Ольга Ивановна, ашшĕ — Патмар Иван Анисимович. Ольга Ивановна культура ĕçтешĕ пулса юнашар ялта библиотекăра ĕçленĕ.
1972-1976 çулсенче Ăренпур хулинче аслă вăрçă пĕлĕвне илнĕ. 1979 çулта Киев хулинче 10-мĕш ЦК УПСра вĕреннĕ. 2003 çулта ЧПУра Чăваш филологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ.
1993 çулта запаса тухнă, запасри кĕçĕн полковник.
Запасра, 1998 çулччен «Патмар» кĕнеке издательствине ертсе пынă, пĕр вăхăт, 1995 çулта, «Защитник Отечества» хаçат редакторĕ пулса ĕçленĕ. 1998 çулччен хăй çырнă хайлавсене, аттен ĕçĕсене редакцилесе, ытти çыравçăсен сăвви-калавне хакласа кĕнекесем кăларнă. Кайран, вĕрентекенсен тата тĕрлĕ çыравçăсен сĕнĕвесене шута илсе, икĕ журнал уçнă — «Халăх ăс-хакăлĕ» тата «Халăх ăс хакăлĕ» библиотеки». 2003-2004 çулсенче Чăваш республикин вĕрентӳ институтĕнче аслă преподаватель пулса ĕçленĕ. 2005 çултанпа «Капкăн» журнал редакторĕ.
Пĕрремеш сăвви «Ял пурнăçĕ» хаçатăн 1970 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнчи 156-мĕш (3197) номерĕнче пичетленнĕ.
Мăшăрĕ, Татьяна Петровна, педагог. Сергей ывăла ӳстереççĕ.
Кĕнекесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чăваш календарĕ (1996)
- Чăваш календарĕ (1998)
- Сана валли, чăваш ачи
- Халăх ăсĕ юрату çинчен
- Улахра
- Яманак ял ĕçченĕн календарĕ
- Чăваш ялĕ
- Ӗненме юрать-и?
- Манăн ял курăкĕсем
- Çул хуçи
- Чун
- Вулас килет, пĕлес килет
- Упи ялĕ
- Кил ăшши
- Ан ятлаç
- Ытамра 31 минут
- Чăвашла-китайла-украинла калаçу кĕнеки
- Тĕлĕкре (калавсем)
- Чăвашлах пурăнам-ха. (Сергеев В.И. 60 çула çитнине халалласа)
- М.И. Скворцов - 70 çул. Ăслăлăх çулĕпе
- Сăра пички
- Алтăр çăлтăр çулĕпе. Иван Патмар - çыравçă, фольклорист, сăвăçă
- Чĕлхе тымарĕ патне. А.П. Хусанкай 55 çул
- Çут çăлтăр. Августа Уляндина çинчен
- Чăваш халăх культури
- Алă çул - паллă çул. С.П. Иванов 50 çул тултарнине халалласа
- Yamanak
- В 50 жизнь только начинается
- Есть такой союз
- Деревня
- Хозяин дороги
- У нас побывал Президент
- Мое училище – моя история. История ядринского лицея
- Батраки
- Добро пожаловать в деревню
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ендеров В.А. Патмар Эдисон Иванович // Электронная Чăваш энциклопедийĕ / Гл. ред. В. С. Григорьев. — Чебоксары: Чувашское книжн. изд-во, 2009. — Т. 3: М—Се. — ISBN 978-5-7670-1719-5 // Чувашский государственный институт гуманитарных наук.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Автобиографи (Э. Патмар) (чăв.). Chuvash.Org. Тĕрĕсленĕ 10 Раштав уйӑхӗн 2013.
- Патмар Э. Чăваш туйĕ
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Трак ен районĕнче çуралнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Халĕ пурăнакансем
- Сăвăçсем, алфавитпа
- ССРП çыравçисем
- ССРП сăвăçисем
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш сăвăçисем
- Раççей сăвăçисем
- Раççей çыравçисем
- Акан 11-мĕшĕнче çуралнисем
- 1955 çулта çуралнисем
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем