Контент патне куҫ

Макиавелли Никколо

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Никколо Макиавелли ҫинчен куҫарнӑ)
Никколо Макиавелли

Никколо Макиавелли
Çуралнă чухнехи ят: Niccolò di Bernardo dei Machiavelli
Çуралнă вăхăт: 1469 çулхи çу 3-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Флоренци, Итали
Вилнĕ вăхăт: 1674 çулхи çĕртме 21-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Флоренци, Итали
Гражданлăх: Итали
Ĕçлев тĕсĕ: Итали шухăшлавçи, философĕ, çыравçи, политика ĕçченĕ
Пултарулăх çулĕсем: 1498—1525
Ĕçсен чĕлхи: итал
Алпусни: Алпусни
Пултару ĕçĕсем Викивулавăшра.

Никколо́ Макиаве́лли (Макьявелли, итал. Niccolò di Bernardo dei Machiavelli); 3 çу 1469, Флоренци - 21 çĕртме 1527, унтах) — итали шухăшлавçи, философĕ, çыравçи, политика ĕçченĕ — Флоренцире иккĕмĕш канцеляри секретарĕ пулнă, республикăн дипломатлă çыхăнувĕсемшĕн явап тытнă, çар вĕрентÿвĕн теори авторĕ. Патшалăхăн вăйлă влаçĕшĕн тăнă, ăна тата та вăйлатма пур мелĕпе те усă курма юрать тесе хăйĕн 1532-мĕш çулта тухнă «Патша» ятлă ĕçĕнче çырнă.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Макиавелли 1469-мĕш çулта, хула - патшалăх Флоренципе юнашар вырнаçнă Сан-Кашано ялĕнче Бернардо ди Николо Макиавелли (1426-1500) адвокатпа Бартоломмеи ди Стефано Нели (1441-1496) кил-йышĕнче çуралнă. Унăн аппăшĕсем — Примавера (1465), Маргарита (1468), тата шăллĕ Тотто (1475) пулнă. Латин тата итал классикине вĕренсе тулли пĕлÿ илнĕ. Тит Ливий, Иосиф Флавий, Цицерон, Макробий ĕçĕсемпе паллă пулнă. Авалхи грек чĕлхине вĕренмен пулин те, латин чĕлхи çине куçарнă Фукидид, Полибийпе Плутарх ĕçĕсемпе паллашнă, вĕсем ăна хăйĕн истори трактачĕсем çырма хавхалантарнă.

Никколо Маккиавелли çырнă «Патша», 1532

Вăл çамрăклах политикăпа кăсăкланнă, ун çинчен хальхи кунччен упранса юлнă çырăвĕнче, пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче 1498-мĕш çулхи хăйĕн тусĕ, Римри Флоренци элчи Рикардо Бекки патне янăскерĕнчен пĕлетпĕр; унта вăл Джироламо Савонарола ĕçĕсене хурласа тиркенĕ. Унтан та маларах, 1497-мĕш çулта Джованни Лопес кардинал патне янă çырура Пацци кил-йышĕн тавлвшуллă çĕрĕсене хăйĕн çемьине уйăрса пама ыйтать. Кун-çулне çыракан Роберто Ридольфи Макиавеллине çакăн пек сăнарласа парать: «Вăл яштака çын пулнă, вăтам çÿллĕшлĕ, çинçерех пĕвĕллĕ. Хура çÿçлĕ, шурă ÿтлĕ, пĕчĕк пуçлă, начар питлĕ, çÿллĕ çамкаллă. Питĕ çиçе куçĕсемпе хĕсĕк çÿхе тутисем ялан кăштах иктĕллĕн кулнăн туйăнтарнă».

Никколо Макиавелли пурнăçне икĕ тапхăра уйăрма пулать: пурнăçĕн пĕрремĕш пайĕнче ытларах патшалăх ĕçĕсенче хутшăнать.1512-мĕш çултан иккĕмĕш пайĕ пуçланать, Макиавеллине политика ĕçĕнчен тухма ирĕксĕрлеççĕ.

Макиавелли лăпкă саманара пурăнман. Ун вăхăтĕнче Италире влаç алăран алăна час-часах куçнă, пуян хула-патшалăхсем, сăмахран, Флоренципе Генуя е Франци, е Испани, е Сăваплă Рим ĕмпÿлĕх пусмăрне лекнĕ.

1494-мĕш çулта Франци королĕ Карл VIII Италине кĕнĕ те чÿк уйăхĕнче Флоренцине çитнĕ. Пьеро ди Лоренцо Медичине, унăн кил-йышĕ 60 çул хушши хулан пуçлăхĕ пулнă, сутăнчăк тесе айăпласа кăларса янă. Франци королĕ патне янă элчĕсен пуçлăхĕ пулма Савонарола мăнаха лартнă.

1498-мĕш çулта Макиавелли секретарь тата элчĕ пулса патшалăхăх ĕçне кÿлĕнет. Вăл дипломатлă калаçусемшĕн тата çар ĕçĕсемшĕн явапланă.

1499-1512-мĕш çулсенче вăл чылай дипломатлă миссисем Людовик XII, Фердинанд II тата Рима Папа картисене ярса пурнăçлать.

1501-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче Макиавелли каллех Флоренцине таврăннă, кунта вăл авланнă, арăмĕн, Мариетта ди Луиджи Корсини çемьипе Макиавелли çемьи пĕр шайра тăнă. Ку мăшăрлану икĕ кил-йыш хушшинчи пайталлă килĕшÿ пулсан та Никколо арăмне килĕштернĕ, вĕсен пилĕк ача пулнă. Дипломат ĕçĕсемпе чикĕ леш енче нумай вăхăт ирттернĕ май Макиавелли ытти хĕрарăмсене те çепĕç туйăмсем парнеленĕ.

1502-1503-мĕш çулсенче вăл Чезаре Борджиа патĕнче ĕçлет. Борджиа Италин варри çĕрĕсене пĕр влаç алне пуçтарать. Папа Александр VI вилĕмĕ унăн ывăлне, Борджиăна укçа-тенкĕсĕр хăварать, варри çĕрсем каллех пайланма пуçлаççĕ.

Палăкĕ çинче çырни

1503-мĕш çулта 24-мĕш юпара Макиавеллине Рима янă. Макиавелли пĕрремĕш Флоренци кун-çулĕнче профессиллĕ çар туса хунă.

1503-1506-мĕш çулсенче Макиавелли Флоренци хулин хÿтĕлевĕшĕн явапланă. Вăл укçа тÿлесе илнĕ çара шанман, граждансенчен пуçтарса туса хунă çара çех шаннă.

1512-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Джованни Медичи Флоренцине таврăннă. Влаçе каялла туртса илнĕ. Республикăна путарнă.

1513-мĕш çулта Макиавеллине каварçă тесе айăпласа тĕрмене хупнă. Тĕрме асапĕсем ăна хуçайман, вăл айăпланусене йышăнман, ирĕке тухнă. Вăл Флоренцирен çывăх хăйĕн Sant’Andrea кил-çуртĕнче пурăнса трактатсем çырма тытăннă, хăшĕсене кура вăл политикăллă философи кун-çулĕнче чыслă вырăн йышăннă.

1520-мĕш çулхи чÿк уйăхĕнче ăна Флоренцине чĕннĕ, кунта вăл историограф вырăнне йышăннă. 1520-1525-мĕш çулсенче вăл «Флоренци кун-çулне» çырнă.

Макиавелли Сан-Кашанора, Флоренции, в 1527-мĕш çулта вилнĕ. Унăн вильтăпри вырăнĕ паллă мар; апла пулин те Флоренцири Санта-Кроче чиркÿвĕнче ăна чыслакан кенотаф пур. Палăкĕ çинче «Нимĕнле эпитафи те çак ятăн мăнаçлăхне ытараймĕ» тесе çырнă.

Тĕнче тавракурăмĕпе шухăшĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тиркевпе пĕлтерĕшĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Макиавеллин пĕрремĕш тиркевçисем Томмазо Кампанеллăпа Жан Боден пулнă. Жан Боден Макиавелли экономика, социал тата культура цивилизацин кун-çул аталанувĕнче патшалăх чи çÿллĕ вырăн йышăнать тенĕ шухăшĕпе килĕшет.

1546-мĕш çулта Тридент соборĕн пайташăсен хушшинче сарнă материалта Макиавеллин «Патша» кĕнекине Сатана аллипе çырнă тенĕ.

1559-мĕш çултан пуçласа унăн çырав хайлавĕсене пĕрремĕш «Юраман кĕнекесен индексне» кĕртнĕ.

Чи паллă Макиавеллине хирĕçлесе çырнă ĕç, 1740-мĕш çулта Аслă Фридрих хайланă «Антимакиавелли» пулнă.

Макиавелли хайлавĕсем Хĕвеланăç политикăллă философин аталанувĕн çĕнĕ тапхăрĕ пуçланнине пĕлтернĕ: Макиавелли шутланă тăрăх, малашĕнче политика ыйтувĕсем тĕн ĕненĕвĕн йĕркисем тăрăх йĕркеленмелле мар.

Ку сăваплă Августин философийĕ вĕçленнине кăтартнă: Макиавеллин мĕнпур шухăшлавĕсемпе мĕнпур ĕçĕ-хĕлĕ Турă Хули валли мар Этем Хули валли тивлетсе тунă.

Политика харпăр хăй тĕллĕн тишкерÿ пулнă май — патшалăх влаçне ÿстерсе вăйлатмалли ăсталăх пулса тăрать.

Паллă çырав хайлавĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Государь» (Il Principe)

Шухăшлавсем:

  • «Рассуждения о первой декаде Тита Ливия» (Discorsi sopra la prima deca di Tito Livio) (первое издание — 1531)
  • Discorso sopra le cose di Pisa (1499)
  • «О том, как надлежит поступать с восставшими жителями Вальдикьяны» (Del modo di trattare i popoli della Valdichiana ribellati) (1502)
  • «Описание того, как избавился герцог Валентино от Вителлоццо Вителли, Оливеретто Да Фермо, синьора Паоло и герцога Гравина Орсини» (Del modo tenuto dal duca Valentino nell’ ammazzare Vitellozzo Vitelli,Oliverotto da Fermo, etc.) (1502)
  • Discorso sopra la provisione del danaro (1502)
  • Discorso sopra il riformare lo stato di Firenze (1520)

Диалогсем:

  • Della lingua (1514)
  • Сăвăллă хайлавсем:
  • Поэма Decennale primo (1506)
  • Поэма Decennale secondo (1509)
  • Asino d’oro (1517), стихотворное переложение «Золотого осла»
  • Биографисем:
  • «Жизнь Каструччо Кастракани из Лукки» (Vita di Castruccio Castracani da Lucca) (1520)

Ытти:

  • Ritratti delle cose dell’ Alemagna (1508—1512)
  • Ritratti delle cose di Francia (1510)
  • «О военном искусстве»(1519—1520)
  • Sommario delle cose della citta di Lucca (1520)
  • Istorie fiorentine (1520—1525), многотомная история Флоренции
  • Frammenti storici (1525)

Пьесăсем:

  • Andria (1517) — перевод комедии Теренция
  • Mandragola, комедия (1518)
  • Clizia (1525), комедия в прозе
  • Романсем:
  • Belfagor arcidiavolo (1515)
  • Попова И. Ф. «Правила императоров» танского Тай-цзуна и «Государь» Н. Макиавелли //Восток-Запад. Историко-литературный альманах 2003—2004. Под редакцией акад. В. С. Мясникова. М., 2005. С.191-203. ISBN 5-02-018485-3 (в обл.).
  • Макиавелли в России: Восприятие на рубеже веков /Сост. Э. Г. Азгальдов, И. А. Быстрова; Под ред. В. Т. Данченко, В. А. Скороденко, Ю. Г. Фридштейна; Науч. консультант П. Д. Баренбойм. — М.: Рудомино, 1996. — 144 с.
  • Максима Макиавелли. Уроки для России XXI века: Статьи. Суждения. Библиография /Под общей ред. П. Баренбойма; Автор идеи и руководитель проекта П. Баренбойм; Отв. ред. Е. Ю. Гениева. — М.: Рудомино, 2001. — 361 с.
  • Фейхтвангер Лион, «Гойя, или Тяжкий путь познания». М., Правда, 1982
  • Каппони Н. Макиавелли / Пер. с англ. М.: Вече, 2012. — 352 с., ил. — Серия «Великие исторические персоны», 3 000 экз., ISBN 978-5-9533-5336-6
  • Тененбаум Б. Великий Макиавелли: Темный гений власти: «Цель оправдывает средства?». — М.: Яуза, Эксмо, 2012. — 480 с. — «Гении власти». — 3000 экз., ISBN 978-5-699-54146-1