Николаев Иван Николаевич (георгий кавалерĕ)
Курӑнакан калӑплав
Иван Николаевич Николаев | |||||
Çуралнă вăхăт | 1880 тĕлн. | ||||
---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн |
Избеби ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ (халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районĕ Хусан кĕперни, Раççей империйĕ | ||||
Вилнĕ вăхăт | 1916, утă, 16 | ||||
Вилнĕ вырăн | Заречье (Волынь Полеçĕ) (халĕ Украина) | ||||
Пăхăнулăх | Раççей империйĕ | ||||
Хисеп | кĕçĕн прапорщик | ||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Вырăс-япун вăрçи Герман вăрçи | ||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Николаев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Николаев Иван Николаевич (1880 тĕлн., Избеби, Çĕрпӳ уесĕ (халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районĕ) — 16.7.1916, Заречье (Волынь Полеçĕ)) — кĕçĕн прапорщик, Георгий орденĕн тулли кавалерĕ.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1904-05 мĕш çулсенче Вырăс-япун вăрçине хутшăннă, Маньчжури çарĕнче хĕсметре тăнă. Демобилизациленсен Вăрмарти мебель хапрăкĕнче вăй хунă. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинче 308 мĕш пехота Шупашкар полкĕнчи 11-мĕш ротăра разведчик пулнă. 1915 мĕш çулта кĕркунне тăшман пирки тĕрĕс хыпарсене илсе таврăннăшăн касăри салтакран унтер-офицере куçарнă.
1916 çулхи утăн 15-мĕшĕнче Заречье (Волынское Полесье) сали патĕнчи çапăçура ăна вилесле амантнă.
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Вырăс-япун вăрçинче çапăçури хастарлăхшăн Св. Георгий 4-мĕш степеньлĕ орденĕн палли.
- Георгий хĕресĕ: 3-мĕш, 2-мĕш тата 1-мĕш степ.