Нуби
Нуби | |
---|---|
Патшалӑх | |
Тӗпченет | египтология[d] |
Медиафайлы на Викиампар |
Нуби (арап. النوبة, Эн-Нуба) — Нил айлӑмӗнче, пӗрремӗшпе улттӑмӗш шарлаксем хушшинче, урӑхла каласан, Судан тӗп хули шутланакан Хартумран ҫурҫӗререх, Египетри Асуанран кӑнтӑрарах вырнаҫнӑ историллӗ область.
XIX ӗмӗрте Нуби чиккисене тӗрлӗрен палӑртнӑ. Пӗрисем ӑнлантарнӑ тӑрӑх ун шутне Нилӑн пӗтӗм облаҫӗ, Египетран Абиссини таран выртакан кӑнтӑралли ҫӗрсем кӗнӗ, теприсем Асуанпа Атбара вӑрри хушшинчи ҫӗрсене кӗртнӗ, виҫҫӗмӗшсем — иккӗмӗш шыв сиккин облаҫне тата авалхи нобадсен ҫӗршывне (тепӗр май нубсен ҫӗршывӗ теҫҫӗ, «Уади Нубара»). Тӳррипе Нуби тесе ахаль чухне Нилӑн вӑтам юхӑмӗнчи Атбар шывӗ юхса кӗриччен, эфиопи ҫӑртҫумӗ пуҫланиччен вырнаҫнӑ облаҫе каланӑ, Нил бассейнӗн кӑнтӑр пайне (хальхи Суданӑн территорийӗ, XVIII ӗмӗрте — Сеннар султанлӑхӗн пайӗ) Тури Нуби тенӗ[1].
Ячӗ, тен, авалхи египет чӗлхинчи nub сӑмахӗнчен пулса кайнӑ — вӑл ылтӑна пӗлтернӗ. Ӗлӗк-авал Нуби лаптӑкӗнче тӗрлӗ культурӑсемпе патшалӑхсем йӗркеллӗнсе, сӑмахран, Керма, Куш тата ытти патшалӑхсем. Нубири авалхи патшалӑхӗсен тӗп хули вӑл вӑхӑтра хронологи йӗркипе Керма, Напата тата Мероэ хуласем пулнӑ. VIII—XIV ӗмӗрсенче кунта нубисен темиҫе христиан патшалӑхӗ пулнӑ. Кайран Нуби исламланнӑ, кунта арап йӑхӗсем куҫса килнӗ. Нубирен чурасем нумай илсе кайнӑ, унсӑр пуҫне кунта ылтӑн кӑларнӑ, слон шӑмми туса илнӗ.
Хальхи нубисем тухӑҫ судан ҫемьин нуби турачӗн икӗ тӑванлӑ чӗлхипе калаҫаҫҫӗ — нобинла (авалхи нуби чӗлхин тӑхӑмӗ) тата кенузи-донголала, тепӗр пайӗ арапла кӑна калаҫать.
Тӑрӑх кун-ҫулӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Авалхи Нуби
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Нуби кун-ҫулӗ 5 пин ҫул тӑршшӗ аваллӑха тӑсӑлать, унсӑр пуҫне вӑл ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ Египет цивилизаци аталанӑвӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Авалхи Египет культури Нубие пысӑк витӗм кӳнӗ. Нубири чи малтанхи аталаннӑ пӗрлӗхсене Египетӑн пӗрремӗш династийӗ вӑхӑтӗнче (пирӗн эрӑчченхи 3100-2890 ҫҫ.) тупса палӑртнӑ. Пирӗн эрӑчченхи 2500 ҫ. тӗлнелле египтянсем кӑнтӑрти ҫӗрсене тӗпчеме пуҫланӑ ҫапла май вӗсем унталла куҫнӑ, хальхи вӑхӑтра Нуби ҫинчен мӗн пӗлни те йӑлтах вӗсемпе ҫыхӑннӑ, египетсем унӑн ҫурҫӗр пайне Уауат тенӗ, кӑнтӑр пайне вара — Куш. Нубисен политика тӗлӗшӗнчен чи хӑватлӑ йӗркеленӗвӗ вӑл вӑхӑтра Кермӑра тӗпленсе тӑнӑ.
Египетӑн Вӑтам патшалӑхӗ пӗтсе ларма пуҫласан тата нубисене пулӑшма килнӗ гиксоссем тапӑнса килсен Египет экспансийӗ вӑхӑтлӑха чарӑнса лартнӑ. Пирӗн эрӑчченхи 1550 ҫ. тӗлне Ҫӗнӗ патшалӑх йӗркеленӗ хыҫҫӑн Египет экспансийӗ ҫӗнӗрен пуҫланнӑ, анчах ку хутӗнче вырӑнти халӑх вӗсене хирӗҫ тӑнӑ. Уйрӑм хула е пӗр-пӗр патшалӑх пек хӳтӗленни пирки историксем пат татса калаймаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех патшалӑха вырӑнти ҫынсем никӗслени е ӑна Египет витӗмне пула йӗркеленни пирки те талашусем пыраҫҫӗ.
Египет тапӑнса кӗнине пула регион каллех патшара I Тутмос ларакан Египета пӑхӑнма пуҫланӑ, влаҫа вӗсем крепоҫсенчи (хӑшӗ-пӗрне Вӑтам патшалӑх вӑхӑтӗнчех туса лартнӑ пулнӑ, тӗслӗхрен, Бухена) ҫар пулӑшӑвне пула тытса тӑнӑ. Ҫӗнӗ патшалӑхӑн XVIII династийӗ вӑхӑтӗнче Нуби, Нилӑн тӑваттӑмӗш тата пиллӗкмӗш шарлакӗсем таранах, Египета пӑхӑнса тӑнӑ, тата тепӗр пилӗ ӗмӗр хушши вӑл Куш патша ывӑлӗ ятлӑ фараон наместиникӗсене пӑхӑннӑ. Пирӗн эрӑчченхи 1070 ҫҫ. тӗлнелле Ҫӗнӗ патшалӑх саланнӑ хыҫҫӑн Напатӑна тӗп хула туса Куш никама пӑхӑнман патшалӑх пулса тӑнӑ[2].
Кушит патшалӑхӗ (Напата)
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пирӗн эрӑччен 780—755 ҫулсем тӗлнелле Тури Нуби территорине, Мероэрен пуҫласа Нилӑн виҫҫӗмӗш шарлакӗ ҫити Алара хӑй аллине ярса илнӗ. Алара нуби патша династине никӗслекенӗ шутланать. Патшалӑх хӑйӗн витӗмне анлӑрах та анлӑрах сарса пынӑ, Алара хыҫҫӑн патшана ларнӑ Кашта ертсе пынӑ вӑхӑтра кӑнтӑр Египетра, Элефантин тӑрӑхӗнче, ҫавӑн пекех Фивӑра та пуҫ пулса тӑнӑ. Кашта I Шепенупета, III Такелот фараонӑн пӗртӑван йӑмӑкне, Амонӑн Турӑ Арӑмӗ вырӑнӗнче пулнӑскере, хӑйӗн I Аменирдис хӗрне еткерҫи шутне кӗртме пултарнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Фива Напатӑна пӑхӑнма пуҫланӑ. Патшалӑх влаҫӗ чи вӑйлӑ сарӑлнӑ тапхӑр Каште хыҫҫӑн патшана ларнӑ Пианха вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ, Пианха 20 ҫул тултарнӑ тӗле пӗтӗм Египета ҫӗнсе илнӗ, ҫапла май XXV династине пуҫласа янӑ.
Пирӗн эрӑчченхи 671 ҫулта ассирисем Египета тапӑнса кӗрсен Куш каллех Египета пӑхӑнман патшалӑх пулса тӑнӑ. Египета каллех пӑхӑнтарса тӑма хӑтланса пӑхнӑ кушитсен юлашки патши Тануатамон пулнӑ, пирӗн эрӑчченхи 664 ҫулта вӑл ассирисемпе ҫапӑҫса илнӗ, анчах унӑн ҫарне аркатса тӑкнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн патшалӑх Египета витӗм кӳресси майӗпен чакма пуҫланӑ, пирӗн эрӑччен 656 ҫул тӗлне вӑл пачах ҫухалнӑ, ун чухне XXVI династин никӗслевҫи I Псамметих пӗтӗм Египета пӗрлештерсе хӑй аллине илнӗ. Пирӗн эрӑчченхи 591 ҫулта Египет ҫыннисем II Псамметих ертсе пынипе Куш хулине тапӑнса кӗнӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ, тен, Куш патши Аспелта Египета тапӑнса кӗме хатӗрленнипе ҫыхӑннӑ. Египетсем вара Напатӑна ҫаратса-ҫунтарса янӑ.
Мероэ патшалӑхӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тӗрлӗ историллӗ ҫӑлкуҫсенчен ҫакӑ паллӑ: Аспелта хыҫҫӑн патшара ларнисем тӗп хулана Мероэ хулине, Напатӑран кӑнтӑралла, куҫарнӑ. Хӑҫан куҫарнӑ вӑхӑт паллах мар, анчах та чылай историк ку ӗҫ Аспелта патшара ларнӑ вӑхӑтрах, Египет Анатри Нубине тапӑнса кӗнӗ хыҫҫӑн пулса иртнӗ тесе шутлать. Тепӗр историксем шутланӑ тӑрӑх, тӗп хулана кӑнтӑралла куҫарни тимӗр тӑприне кӑларас ӗҫпе ҫыхӑннӑ — Мероэ тавра, Напатӑпа танлаштарсан, вӑрмансем йышлӑ пулнӑ, вӗсем домен кӑмакисене хӗртме кирлӗ пулса тӑма пултарнӑ. Унсӑр пуҫне грек сутуҫисем ҫак тӑрӑха килсе кӗни кушитсемшӗн нил суту-илӳ маршручӗн пӗлтерӗшне чакарнӑ, капла вӗсем Хӗрлӗ тинӗс хӗрринчи грексен колонийӗсемпе суту-илӳ тума пултарнӑ.
Альтернативлӑ шухӑшпала, икӗ уйрӑм, анчах пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑннӑ патшалӑх пулнӑ, вӗсен центрӗсем Напатрӑра тата Мероэре вырнаҫнӑ. Тӗп хули Мероэре вырнаҫнӑ патшалӑх хӑйӗн ҫурҫӗр кӳршине майӗпен ҫавӑрса илнӗ. Мероэрен ҫурҫӗрелле патша ҫурчӗ пекки нимӗн те тупайман, тен, Напата тӗн вырӑнӗ кӑна пулнӑ. Апла пулин те Напата хӑйӗн пӗлтерӗшне ҫухатман, Мероэ хулинче пурӑннӑ тапхӑрта та патшасем унта патшана ларнӑ, кунта вӗсене пытарнӑ.
Тӗп хулана Мероэре тӗппипе пирӗн эрӑччен 300 ҫул тӗлнелле куҫарнӑ, ун чухне вара патшасене Напатӑра мар, кунта пытарма пуҫланӑ. Тӗп хулана Напатӑри мӑчавӑр влаҫӗнчен ирӗке тухас тӗлӗшпе куҫарнӑ текен теори пур. Сицили Диодорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, мӑчавӑрсем Мероэре патшара ларакан Эргамен ятлӑ пуҫлӑха хӑй ҫине алӑ хума хушнӑ, анчах вӑл йӑла-йӗркене пӑхӑнман, ун вырӑнне мӑчавӑрсене вӗлернӗ.
Малтанхи тапхӑрта нубисем Египет иероглифӗсемпе усӑ курнӑ, мероэ тапхӑрӗнче вара ҫӗннине, мероэ чӗлхипе ҫырма Мероэ ҫыруллӑхне йӗркеленӗ, ӑна хальччен те вӗҫне ҫити тӗпчесе пӗтермен. Ҫӗршыв хӑйӗн кӳршисемпе суту-илӳ тунӑ, апла пулин те монументсемпе тупӑк ҫӳрчӗсене малтанхи пекех тунӑ.
23 ҫулта Египетри Рим префекчӗ, Гай Петроний, Нуби Кӑнтӑрти Египета тапӑнса кӗнине пула вӗсем патне ҫарпа кайнӑ. Вӑл ҫӗршывӑн ҫурҫӗр пайне, ҫав шутра Напатӑна та, ҫаратнӑ та каялла Египета таврӑннӑ.
Нубинчи христиан тӗн тапхӑрӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пирӗн эрӑри VII ӗмӗр тӗлне Нуби тӑрӑхӗ темиҫе сапаланчӑк пӗчӗк христиансен патшалӑхӗсенчен (Алва, Мукурра, Нобати) тата ытти ҫӗрсенчен тӑнӑ.
Нубинчи мӑсӑлман тӗн тапхӑрӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]640-мӗш ҫулсенче ҫурҫӗртен, Египетран, арапсем хӑйсен витӗмне кӳме пуҫланӑ. Нилпа Хӗрлӗ тинӗс хушшинчи лаптӑк ылтӑнпа тата изумрудсемпе пуян пулнӑ, ҫавна май кунта ылтӑн шыракан арапсем килме пуҫланӑ. Арапсем хӑйсемпе пӗрле ислам тӗнне илсе килнӗ.
960 ҫул тӗлнелле тухӑҫ Нубире рабиа арап йӑхӗ пуҫ пулса тӑракан олигарх патшалӑхӗ йӗркеленнӗ. Ытти арап йӑхӗсем Анат Нубие пурӑнма куҫнӑ, 1174 ҫулта ӑна Египетпа пӗрлештернӗ. 1272 ҫулта Донгола патшалӑхӗн пуҫлӑхӗ хӗреслӗ салтаксемпе килӗшӳ туса Египета тапӑннӑ, анчах та ҫӗнтереймен, 1275 ҫулта вара Донгола Египета пӑхӑнма пуҫланӑ.
Тӗн
[тӳрлет | кодне тӳрлет]VI ӗмӗрте христиан тӗнне йышӑннӑ хыҫҫӑн Нуби чиркӗвӗ, Эфиопи чиркӗвӗ пекех, Египетӑн культурӑпа тӗн витӗмӗнче пулнӑ. Регионӑн икӗ ҫурҫӗр патшалӑхӗ — тӗп хули Донголӑра вырнаҫнӑ Нобатипе Макурра (VIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче вӗсене пӗр патшана пӑхӑнмалла пӗрлештернӗ) тата кӑнтӑрти нуби патшалӑхӗ Альва тӗне йышӑннӑ хыҫҫӑнах монофизитсен ушкӑнне хушӑннӑ. Нубисен, тӗрӗссипе, пӗрлехи наци туйӑмӗ пулман: вӗсен виҫӗ уйрӑм патшалӑх пулнӑ пулин те вӗсен хӑйсене нихӑҫан та пӗр халӑх тесе каламан.
Арапсем килнине пула Нуби Византипе тата пӗтӗм христиан тӗнчипе мӗнпур ҫыхӑнӑва ҫухатнӑ. Апла пулин те вӑл темиҫе ӗмӗр хушши ислам тӗнӗ сарӑлнине чарса тӑма, хӑйӗн христиан тӗнне тата политикӑлла никама пӑхӑнманлӑхне упраса хӑварма пултарнӑ. Нуби вӑтам ӗмӗрсем вӗҫленичченех христиансен тӑрӑхӗ пулса юлнӑ.
Нуби чиркӗвӗ Египетри коптсен чиркӗвне пӑхӑнса тӑнӑ. Епископсене пурне те тӳррӗмӗн Каирти патриарх лартнӑ, вӗсем ун умӗнче кӑна яваплӑ пулнӑ. Нуби чиркӗвне автокефаллӗ е автономи наци йӗркеленӗвӗ пек туман: ӑна Коптсен чиркӗвӗн пайӗ пек хакланӑ. Ҫавна пула, Каиртисем пӗрмай тӗрӗслесе тӑнине пула Нуби чиркӗвӗ халӑхра этносӑн пӗрлӗхлӗ туйӑмӗсене аталантарайман, ку вара, ытларах чухне, автокеф наци чиркӗвӗсене вӑй илме май паракан тӗп фактор пулнӑ. Нуби христианлӑхӗ умне политика тата социаллӑ тытӑм улшӑнӑвӗсем сиксе тухсан, ҫав тери кирлӗ пӗрлӗх пурнӑҫа кӗреймен. Асуанран кӑнтӑралла христианство майӗпен ҫухалма пуҫланин, кайран чӑн та тӗппипе пӗтме май панӑ сӑлтав шутӗнче Нуби Чиркӗвӗ чикӗ леш енче вырнаҫнӑ христиансен тӗнчипе ҫыхӑну тытайманни пулса тӑнӑ.
Нуби чиркӗвӗ Каира пӑхӑнса тӑнӑ пулин те, копт чӗлхи турра кӗлтумалли тӗп чӗлхи пулса тӑман. Кӑсӑклӑ факт: нуби евхаристине (Сӑваплӑ Марк литургине кӑшт урӑхлатнӑ версийӗ) XII ӗмӗрччен грек чӗлхипе туса пынӑ. Анчах унпа пӗрлех, IX ӗмӗртен пуҫласа, авалхи нуби чӗлхипе те усӑ курма пуҫланӑ. Египет чиркӗвӗнче пысӑк вырӑн йышӑнса тӑракан монахла пурӑнасси Нубире ытлашшиех аталанман: археологсем чавса пӑхнӑ та мӗнпур пысӑк ҫӗршывра мӑнастирсене пит сахал тупнӑ. Ку та Нуби чиркӗвӗ вӑйсӑр пулнине кӑтартса парать.
Нубире ислам тӗнӗ сарӑлма пуҫлани X ӗмӗрте Египетри арапсем ҫӗршывӑн ҫурҫӗр пайӗнчи пулӑхлӑ ҫӗрсене туянма тытӑннипе ҫыхӑннӑ, ҫапла май вара вӑл ҫӗрсем тӗп влаҫ витӗмӗнчен тухма пуҫланӑ. Арапсен мӑсӑльманлӑ тӑрӑхӗсем майӗпен кӑнтӑралла сарӑлса пынӑ. Халӑх хутӑшса пынӑ, кӑсӑклӑ та, анчах хутӑш тӗнлисем ҫемье ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн вӗсем ютран килнӗ ҫынсен тӗнне суйланӑ.
1323 ҫулта Нубири патшалӑхӗсенчен чи пысӑкки шутланакан Макуррӑн пуҫлӑхӗ ислам тӗнне йышӑннӑ. Майӗпен халӑх та хӑйӗн пуҫлӑхӗ хыҫҫӑн ку тӗне йышӑнма пуҫланӑ. Алуа XVI ӗмӗр пуҫламӑшӗччен христиансен патшалӑхӗ пек юлнӑ. Шӑп ҫак ӗмӗрте ӗнтӗ пӗтӗм Нуби ислам пуҫлӑхӗсен аллине куҫнӑ, ҫапла вара авалхи патшалӑх тӑрӑхӗ тӗппипех арап тата ислам тӗнчин уйрӑлми пайӗ пулса тӑнӑ.
Ӑнлантарусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Нуби (Брокгаузпа Эфрон энциклопедийӗ)
- ^ Morkot, Roger G. «On the Priestly Origin of the Napatan Kings: The Adaptation, Demise and Resurrection of Ideas in Writing Nubian Historyn» in o'Connor, David and Andrew Reid, eds. Ancient Egypt in Africa (Encounters with Ancient Egypt) (University College London Institute of Archaeology Publications) Left Cast Press (1 Aug 2003) ISBN 978-1-59874-205-3 p. 151.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ҫулҫӳрев
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Burckhardt, «Travels in Nubia» (Л., 1819; хушма пайӗнче арапсен ҫӑлкуҫӗнчен илнӗ текстсен куҫарӑвӗ пур)
- Light, «Travels in Egypt and Nubia»
- Belzoni, «Voyage en Egypte et en Nubie»
- Caillaux, «V. à Meroe» (1826)
- Senkowski, в «Annales des voyages» (XII)
- Rüppel, «Reisen in Nubien etc.» (1829)
- Hoskins, «Travels in Ethiopia» (1833, археологи валли пӗлтерӗшлӗ)
- Норов, «Путешествие по Египту и Нубии» (СПб., 1840; христиансен архиологийӗ валли пӗлтерӗшлӗ)
- Lepsius, «Briefe aus Aegypten und Aethiopien» (Б., 1852)
- Abeken, «Rapports sur les résultats de l’expédition prussienne dans la Haute N.» («Revue archéol.», III, 1)
- Combes, «Voyage en Egypte et en Nubie» (1846)
- Roberts, «Egypt and Nubia» (1846)
- Рафалович, в «Записк. Русс. Геогр. Общ.» (IV, 1)
- Ценковский, «Известия» того же общ. (1850)
- Ampère, «La N.» («Revue de D. Mondes», 1849)
- Hartmann, в «Ann. d. Voy.» (1863) и мн. др. b)
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Quatremère, «Mém. s. la Nubie» («M. s. l’Egypte» II, 1811)
- А. В. Розов. «Христианская Нубия. Источники для истории христианства в Нубии» (Киев, 1890)
- Revillout, «Mém. s. les Blemmyes» (Пар., 1874—87) тата «Revue Egyptologique» статйисем
- Lepsius, «Denkmäler aus Aegypten u. Aethiopien»
- Champollion, «Monuments de l’Eg. et de la Nubie» тата ыттисем)
Чӗлхе
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Lepsius, «Nubische Gram.» (1880)
- Reinisch, «Die Nuba-Sprache» (1879, «Sprachen NO Afrikas» ярӑм)
- Erman, «Die Aloa-Iuschriften» («Aeg. Zeitscbr.», 1881)
- Schäfer, «Nubische Ortsnamen» тата ытти те. (ib., 1895)
- Brugsch, «Entzifferung d. Meroitischen Schriftdenkm.» (унтах, 1887).
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Эфиопине, Тухӑҫри Судана тата Нигритине кайса килни — Пьер Trémaux ӑна 1862–63 ҫулсенче ҫырнӑ. Кунта вырӑнсене сӑнласа пани тата Нуби ӳкерчӗкӗсем йышлӑ.
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Нубия статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |