Нью-Йорк штачĕн ялавĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Нью-Йорк штачӗн ялавӗ (акӑл. Flag of New York) — Америкӑри Нью-Йорк штатӑн официаллӑ символӗсенчен пӗри. Ялав фонĕ тӗксӗм кӑвак тӗслĕ. Ялав варринче штат гербӗн ӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ.

Ялав историйӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Нью-Йорк штат кӗпӗрнаттӑрӑн ялавӗ

Ялав кун-ҫулӗ никама пӑхӑнманлӑх вӑрҫи вӑхӑтӗнчен пуҫланать, вӑл Нью-Джерси ялавӗн историйӗпе тачӑ ҫыхӑнса тӑрать. 1779 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче континент конгресӗ йышӑну туса ҫара ертсе пыракан тӗп командующине Нью-Джерсин пехотинецӗсем валли ятарлӑ мундирпа унӑн тӗсне хатӗрлесе пама ыйтнӑ. Ҫак хушӑва тӗпе хурса Джордж Вашингтон генерал ҫав ҫулхи юпан 2-мӗшӗнчех мундирӑн тӗп тӗсӗ валли сарӑ-хӑмӑр тата тӗксӗм кӑвак тӗссене суйласа илсе ҫирӗплетнӗ. Ҫак тӗссене вӑл голландсене сума суса суйласа илнӗ — тахҫан Нью-Джерсипе Нью-Йорк вӗсен колонийӗсем пулнӑ. Ҫапла вара тӗксӗм сарӑ тӗсе икӗ ялав валли те фон пек суйланӑ. Анчах та официаллӑ майпа 1896 ҫулхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче йышӑннӑ ялавӑн малтанхи варианчӗ ытлашшиех никама та килӗшсех кайман. Ҫакна пула Нью-Йорк штачӗн легислатури 1901 ҫулхи акан 2-мӗшӗнче фон тӗсне тӗксӗм кӑвак тӗс ҫине улӑштарма йышӑннӑ.

2001 ҫулта Ҫурҫӗр Америкӑри вексилологи пӗрлӗхӗ хӑйсен пайташӗсен хушшинче АПШ штачӗсен, АПШ территорийӗсен тата Канада провинцийӗсен 72 ялавӑн дизайнӗ пирки ыйтӑм ирттернӗ. Нью-Йорк ялавӗ ку ыйтӑмра 53-мӗш вырӑна йышӑннӑ.

2020 ҫулта штат ялавӗпе пичечӗ ҫине «E Pluribus Unum» (чӑв. Нумайӑшӗнчен пӗри) девиз хушса хунӑ.

Ҫав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асӑрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каҫӑсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Флаг штата Нью-Йорк статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.