Контент патне куҫ

Н.И. Кузьмин ячĕллĕ Аслă Арапуç халăх музейĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Н.И. Кузьмин ячĕллĕ Аслă Арапуç халăх музейĕ, — Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче вырнаçнă краеведени музейĕ. Шкул çуртĕнче вырнаçнă.

Музейе уçас ĕçе 1957 çулта Первомайски вăтам шкулĕн физкультура вĕрентекенĕ Кузьмин Николай Иванович пуçланă. Музей валли экспонатсем пухма шкул вĕрентекенĕсем, вĕренекенсем, тата вĕсен ашшĕпе амăшĕсем пулăшнă.

1998 çулта Чăваш АССРĕн Министрсен Кабинечĕ хушăвĕ тăрăх Первомайски краеведени музейĕн ятне Н.И. Кузьмин ячĕллĕ Аслă Арапуç халăх музейĕ ячĕ çине улăштарнă.