Аслă Арапуç пĕлӳ центрĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Шкулăн кивĕ çурчĕ

Аслă Арапуç пĕлӳ центрĕ, — Аслă Арапуç ялĕнче вырнаçнă шкул.

Пĕлӳ центрĕ шутне Первомайски вăтам шкулĕ, Каншел, Пӳртлĕ ялĕсенчи уйрăмсем, ДОУ «Шуçăм», Руспублика утăм шкулĕн филиалĕ кĕреççĕ.

2005-2006 вĕренӳ çулĕнче кунта 22 класс пулнă, вĕсенче 376 ача вĕреннĕ, вĕсене 44 вĕрентекен вĕрентнĕ.

Шкулăн Т-40 трактор, 5 гектар çĕр, акт залĕ, 80 вырăнлă столовăй, стадион, кĕрешӳ залĕ, краеведени музейĕ, вулавăш (пурĕ 25 682 кĕнеке), физкультура залĕ, 5 телевизор, 2 шкул автобусĕ, ГАЗ-52 машина пур.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шкул историйĕ И.Я. Яковлев пулăшнипе уçнă. 1892 çулта вăл хута вĕренмелли чиркӳ шкулĕ пулнă. 1897 çулта пуçламăш халăх училищи, 1903 çултанпа икĕ класлă шкул пулса тăнă. 1928 çулта шкула Патăрьел салине куçарнă.

1934 çултанпа вăтам шкул. 2003 çулта шкула пĕлӳ центрĕ ятне панă.

Халăха çутта кăларас ĕçĕн отличникĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халăха çутта кăларас ĕçĕн отличникĕсен ятне çаксем тивĕçнĕ:

  • Анисимова Мария Петровна
  • Николаева Роза Ивановна
  • Козлова Мария Петровна
  • Петров Геннадий Иванович

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]