Контент патне куҫ

Озерова Тамара Филипповна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Озерова Тамара ФилипповнаЧăваш Енĕн тава тивĕçлĕ тухтăрĕ. Вăл Чăваш Енĕн Элĕк райончи Янкурас ялĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ çав ялтах пурăнать. Тамара Филипповна Элĕк районĕн тĕп поликлиникинче шăл тухтăрĕ пулса ĕçлет.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тамара Озерова Элĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Канашри медицина училищинче ăстаçă пĕлӳне пухнă. Вĕренсе тухсан Элĕкри тĕп пульницăра хăвăрт пулăшу пайĕнче медина аппăш пулса вăй хунă. Каярахпа Хусанти медицина институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Халĕ тĕп пульницăра шăл юсав (стомотологи) уйрăмĕн ертӳçи[1] пулса ĕçлет.

Чыславсемпе парнесем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • "Аликовскому району 75 лет. Очерки и материалы по истории района", под ред. Л. А. Ефимова, Шупашкар, 2002.